Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шăмăршăсем килсе тăваймĕç

Республика Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă уçă Çырура çынна тăван тавралăх тасалăхĕпе илемлĕх никĕсĕ çинче воспитани памаллине витĕмлĕн, ĕнентерỹллĕн каланă. Çакна пурте ăнланса ăша хывсан çеç çывăх вăхăтра патăрьелсем те кỹршĕри шăмăршăсен шайне çитме пултарĕç. Райадминстраци залĕнче ирттернĕ анлă канашлура район пуçлăхĕ Н.И.Глухов тирпей-илем пирки районти организацисемпе предприятисен, хуçалăхсен ертỹçисен, вырăнти администраци пуçлăхĕсен çине тăрса, вăхăта вăраха тăсмасăр ĕçлеме тытăнмаллине каларĕ. Малтанах вăл апрельĕн 16-24 мĕшĕсенче çурхи ырă Эрнене, "Тасалăх" операцине хутшăнса район тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăç лартас, кирлĕ мар, кивелнĕ хуралтăсене пăсса тирпейлес тĕлĕшпе Президент админстрацийĕн руководителĕн, Шалти ĕçсен министрĕн хушăвĕсене тĕпе хурса ĕçлемелли тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Малалла предприятисемпе организацисен, хуçалăхсен территорийĕсенче санитари нормисене пăхăнса ĕçлесси çинчен санэпидемнадзор центрĕн врачĕ А.Прохоров, тавралăха сыхламалли законодательствăна районта мĕнле пăхăннипе, ăна мĕнле пурнăçласа пынипе çутçунталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен специалисчĕ М.Хафизов, патшалăх çурчĕсенче пурăнакансен тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе пĕр шухăшлăн пурнăçламалли тĕллевсемпе, урамсене йĕркене кĕртес, çỹп-çап тăкмалли вырăнсене тирпейлес тата ытти ыйтусемпе коммуналлă предприяти ертỹçи Н.Красновпа Патăрьел ял пуçлăхĕ Т.Казначей, районта газ кĕртес ĕç епле шайра пынипе капиталлă строительство управленийĕн начальникĕ И.Дикин тухса каларĕç.


"Авангард" (газета Батыревского района)
14 апреля 2004
00:00
Поделиться