Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район депутчĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Апрелĕн 9-мĕшĕнче райадминистрации залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн 27-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн комитечĕн прдседателĕ Е.Сергеева, ЧР Юстиции министрĕ В.Петров. ЧР Патшалăх Каншĕн депутачĕ Н.Михайлов, ял администраци пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Ларăва район самоуправлении пуçлăхĕ Н.Глухов уçрĕ, кун йĕркинчи ыйтусене сỹтсе явма тытăниччен районăн социаллă тата экономикăлла аталанăвĕн пĕрремĕш кварталти кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Ларура тĕп ыйту район уставне улшăнусемпе хушусем кĕртесси пулчĕ. Çакă Реççйейре, çавăн пекех Чăваш Республикинче те çĕнĕ самоуправлени тытăмĕ çине куçассипе çыхăннă. Кун пирки район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ С.Тарасов тата Пухăвăн яланхи комиссийĕ ячĕпе И.Калмыков депутат пĕлтернине итлерĕç. Ку ыйтупа ыйтусем пама тата тухса калама М.Петров, Н.Яковлев депутатсем, ЧР юстиции министрĕ В.Петров хутшăнчĕç. Лару улшăнусем кĕртнĕ кашни статья пирки уйрăммăн сасăласа район Уставĕн çĕнелнĕ редакцине çирĕплетрĕ. Вăл çывăх вăхăтрах хаçатра пичетленмелле. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулсене 2004 çулта реструктуризацилемелли план пирки те ларура çивĕч калаçу пулчĕ. Ыйтăва сỹтсе явма М.Петров, Ю.Мартынова депутатсем, ЧР ПК комитечĕн председатлĕ Е.Сергеева хутшăнчĕç. Кăçал Татмăшри тĕп тата Ишлĕри вăтам шкулсенче пысăк улшăнусем пулмалла. Ларура районти çар комиссарĕ В.Фомин мобилизации хатĕрленĕвĕ, учетпа призыв ĕçĕ пирки, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ М.Калмыков районти ялхуçалăх предприятийĕсене 2003 çулта мĕнпур шайри бюджетсенчен укçа-тенкĕпе пулăшни (газификаципе шывпа тивĕçтерессине шута илмесĕр) çинчен, район прокурорĕн çумĕ Б.Орлов пĕрремĕш кварталта преступлени тунине хирĕç кĕрешни, Патăрьелĕнчи 7-мĕш ПУ директорĕн çумĕ Д.Гайнуллин училищĕре ялхуçалăх кадрĕсем хатĕрлени пирки пĕлтерчĕç, вĕсене депутатсем шута илме йышăнчĕç. Патăрьел районĕнче муниципалĕ служащисене нумай ĕçленĕшĕн пенси памалли условисем пирки районти социаллă хỹтлĕх пайĕн заведующийĕн çумĕ Г.Адикина пĕлтернине ятарлă Положени тата комисси çирĕплетрĕ. Лару юлашкинчен награда ыйтăвĕсене пăхса тухрĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
14 апреля 2004
00:00
Поделиться