Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кỹкеçсем-ăста шашистсем

СССР спорт мастерĕ М.Ефимов пуçарăвĕпе шашка вăййи Кỹкеç тăрăхĕнче çĕнĕрен чĕрĕлсе вăй илме пуçларĕ. Вăл тăрăшнипех поселокри лицейăн спорт залĕнче республикăри "Урожай" физкультурăпа спортăн ирĕклĕ обществин турнирĕ иртрĕ. Вырăс шашки енĕпе куçса çỹрекен кубока çĕнсе илессишĕн вунă команда, вăтăр ытла шашист кĕрешнĕ. Çивĕч те хĕрỹ иртнĕ тупăшура Шупашкар район команди çĕнтернĕ, Муркашсем иккĕмĕш вырăнта, Патăрьел районĕн шашисчĕсем виççĕмĕш. Уйрăм вăйăçăсене Кỹкеçсен командинчи шашка спорчĕн ветеранĕ Е.Кузнецова палăрнă, вăл пур тĕл пулăва та çĕнтерỹпе вĕçленĕ. "


"Хыпар"
13 апреля 2004
00:00
Поделиться