Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Социаллă чи лайăх ĕçчен

Патăрелте социаллă пулăшу центрне йĕркеленĕренпе 10 çул çитет. Çавна май кунта ĕçлекенсем хушшинче тĕрлĕ конкурс- викторинăсем ирттереççĕ. Социаллă ĕçчене чи малтан чирлисене квалификациллĕ васкавлă пулăшу пама пĕлнипе хаклаççĕ. Анчах ытти енĕпе те пултаруллă, пуçаруллă пулмалла вĕсен. Калăпăр, техĕмлĕ те илемлĕ, куçа илĕртекен апат-çимĕç хатĕрлеме, çынпа ăш пиллĕ калаçмА, лайăх юрлама тата ташлама... Тупăшакансенчен комиссие пуринчен ытларах Дания Чебенова килĕшнĕ. Вăл кашни номинацирех чи нумай очко пухнă, кашни ĕçех хăйне майлă çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Çапла вара центрти чи лайăх социаллă ĕçчен хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Дания Самигулловна, вунă çула яхăн Хирти Пикшикри ветерансен çуртĕнче ĕçлекенскер, унччен те хăйĕн пултарулăхĕпе палăрнă. 2000 çулта республика конкурсĕнче те çĕнтернĕ.


"Хыпар"
08 апреля 2004
00:00
Поделиться