Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçе юсавлă техника çеç тухтăр

Техникăна патшалăх тĕрĕслеве витĕр кăларасси-кашни хуçалăхăн тивĕçĕ. Шанчăклă трактор- машинăпа çула тухма та хăрушă мар, инкек-синкекрен те сыхланма çăмăлрах. Ĕçе хатĕр "утсемпе" çУр акине вăхăтра вĕçлетĕн. Анчах иртнĕ çулхи кăтартусене аса илсен, хуçалăхсем техникăна хатĕррисен ретне тăрăтасси çинее çиелтен пăхни курăнать. Хăш-пĕр хуçалăхсем пачах алă сулнă. Пĕлтĕр Ленин ячĕллĕ, "Тойси", "Родина", "Имар", "Первомайск", "Малалла", "Красное знамя", "Була", "Прогресс" хуçалăхсенче палăртнă вăхăт тĕлнех тракторсене, прицепсене хатĕррисен ретне лартма пултарчĕç. "Малалла", "Красное знамя", Ленин ячĕллĕ, "Прогресс", "Югель", "Крма" хуçалăхсем пур техникăна та юсанă,сăрланă, Çав вăхăтрах "Урожай", "Искра", "Трудовик", "Упамса" хуçалăхсенче пĕри те тĕрĕслев витĕр тухман. Çак кунсенче тракторсемпе прицепсене патшалăх тĕрĕслевĕ урлă кăлармалли яваплă тапхăр пуçланчĕ. Мартăн 30-мĕшĕнче "Малалла" хуçалăхра иртрĕ Вăл. Унта тĕп инженерсене чĕнтĕмĕр. Курмалли-вĕренмелли нумай. Хатĕр "хурçă утсене" сăрланăран, вĕр-çĕнĕ пекех курăнаççĕ. Пурне те юсанă, кăлтăксене сирнĕ. Паян тесен акана тухма хатĕр кунта. Кăçалтан трактор- машинăсене страхламалла, "малалласем" ку ĕçе те пурнăçланă. Выльăх апачĕ Хатăрлекен, тĕш-тырă пуçтаракан комбайнсене те çулленех тĕрĕслетпĕр. Анчах хăш-пĕр коопреативсем вĕсем çинее тимлĕх сахалрах уйăраççĕ. "Алга", "Звезда", "Урожай", "Родник", "Имар", "Хастар", "Упамса" хуçалăхсенче техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалли ятарлă документсем ĕук. "Карапĕсем" те ĕçе тухма хатĕрех марччĕ: тормоз системи, электричество оборудованийĕсем кирлĕ пек ĕçлеместчĕç. Хăш-пĕр комбайнсене регистрацилемен те. Çавăнпа та çывăх кунсенчех ĕçлемме юрăхсăррисене шутран кăлармалла, ыттисене йĕрке тăрăх регистрацилемелле.


"Авангард" (газета Батыревского района)
07 апреля 2004
00:00
Поделиться