Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ĂСЛĂЛĂХ КОНФЕРЕНЦИЙЕНЧЕ

Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç участок больницинче "Шурă салтак тỹмми" темăпа иртнă наука-практика конференцийăнче туберкулез чирĕ çыннăн сывлăхне мĕнле хавшатни тата унран мăнле упранмалли, сипленмелли çинчен калаçу пычĕ. Валентина Ивановнăпа Иван Пантелеймонович Казаковсем, Н.А.Тинюжов, Л.П.Петрова, А.И.Кошкина врачсем çак чир питĕ хăвăрт сарăлса эпидеми шайне çитме пултарассине танлаштарусемпе ăнлантарчĕç. Самахран, çак чирпе республикăри кашни пин çын пуçне - 59, Патарьел районенче 43 çын чирленĕ. ЧР Президенчĕ Н.Федоров çынсен сывлăхне сыхлас, физкультуăпа спорта аталантарас, çамрăксене ĕçпе тивĕçтерес, çурт-йĕр çавăрма пулăшас тĕллевпе ĕçленине конференци ĕ-не хутшăннисем ырларĕç.


"Хыпар"
07 апреля 2004
00:00
Поделиться