Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Илемлĕ ялсемсĕр район та капăр пулмаймĕ

Патăрьелсем яланах хăюлăхпа, вашаватлăхпа, çаврăнăçулăхпа палăрнă. Чылай кăтартупа вĕсем тăтăшах малтисен реетĕнче-çурт-йĕр те ытларах, чаплăрах лартаççĕ, çăмăл автомашинăсем те нихăш районта ун чухлĕ çук, ачисене те нумайрах çуратаççĕ... Ĕç укçи шайĕ вара чи пĕчĕккисен шутĕнче. Мĕнле-ха апла. Çак пĕр-пĕрне хирĕçлекен фактсене ăнлантарма тата ытти хумхантаракан ыйтусене хуравлама Патăрьел районĕн пуçлăхне Н.И.Глухова ыйтрăмăр. -Ĕç укçи республикăра чи пĕчĕкки мар, пĕчĕккисенчен пĕри тесен тĕрĕсрех пулĕ,-тỹрлетрĕ мана Николай Иванович.- Районта вăтам ĕç укçи халĕ 1700-1800 тенкĕпе танлашать. Çапах пурнăç шайне унпа танлаштарма юрамасть. Ĕç укçи тата тупăш хушшинче тем пысăкăш, çав вăхăтрах пĕрре пăхсах курăнман уйрăмлăх пур. Калăпăр, çын ĕç укçипе çеç çурт лартаймасть, машина туянаймасть-çке. Вăл выльăх-чĕрлĕх ỹстерет, пахча çимĕç çитĕнтерет, вĕсене сутать. Шăпах кахал пулманнипе, ỹркенменнипе пуян Патăрьелсем. Пултарулăха тĕрлĕ енчен туптаса пăхаççĕ вĕсем. Кам мĕнле пултарать вĕт. Алă усса ларманни лайăх тесе шухăшлатăп. Районти 56 ялтан иккĕшĕнче çеç çурт тумаççĕ. -Пачах та-и. -Çук çав. Люля тата Ясная Поляна поселоксем вĕсем. Унта пурăнакан çав тери сахаллипе тата ытти ялсенчен инçе вырнаçнипе газ та кĕртейместпĕр. Газ пăрăхне вĕсем патне çитерес тесен 16-16 çухрăм ахалех тăсмалла. Ытла та хакла ларать. Çавăнпа та электричествăпа ăшăнĕç вĕсем. Çăмăл автомашина чăнах та нумай. Çав çаврăнуçăлăхăн çимĕçĕ ĕнтĕ вăл. Çĕнĕ Ахпỹртре çеç кашни иккĕмĕш çемьен пĕр-пĕр маркăллă "урхамах" пур. Севок ỹсетерсех тупăш тăваççĕ вĕт. Тупăшне вара тĕрĕслесе тăма хĕн. Эппин, налук та илейместĕн. Çав укçана пĕтреме райпо лавккисене çỹресен налукĕ хамăрах юлать-ха ĕнтĕ. Çакă аталанма май парать. Укçапа усă курмасан вара Перекет банкне кайса хурсан лайăх. Унăн çаврăнăшĕпе республика вăй хушĕ. Чăлхара усранин усси çук. Ĕç укçи те кирлĕ паллах. Анчах тупăш пĕлтерĕшлĕрех. Ăна пула çын вăрлама та пăрахать. -ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров яланах: "Ялти кашни çынна ĕç памалла",-тет. Хальхи вăхăтра пуш вакансисем пур-и. Е урăх меслетпе.... -Чи кирли-пуçарулăх. Вăл пулсан ĕç малалла каять. Тĕслĕхрен, ялсенче хăнана каймасăр лармастпăр. Хĕрарăмсен çỹç илемлетмелле. Анчах ун валли унăн вăхăчĕ те çук, пĕлĕвĕ те çук. Мĕншĕн парикмахерски уçас шухăш татмалла мар. Ку культурăна кам мĕнле йышăнать паллах. Ман çине кам пăхтăр текенсем те пур-тăр. Утюг е ытти электроприбор çĕмĕрĕлсен тата. Кашни вак-тĕвеке юсама вăхăт çукки те, пĕлменни те пулать. 10 тенкĕлле юсаттарма май килсен мĕнле лайăх. Эпир вара кăшт çĕмĕрĕлсенех кăларса ывăтатпăр та çĕнни туянатпăр. Кайран япăх пурăнатпăр тетпĕр. Нумаях пулмасть Тури Чакăра халăх пухăвĕ ирттертĕм. Çуркунне выльăхсем чупма- тĕрĕссине мĕн пытрамалла!- хускалаççĕ-çке. Кунта вара ялĕпе те пĕр вăкăр та çук. Хуçалăхĕ юхăннă. Ыйтăва татса пама ыйтаççĕ çынсем. Ĕнесĕр хĕсĕр юлсан сĕт памаççĕ вĕт. Вĕсене пĕр-пĕр яваплă, ĕçлес кăмăллă çынна тупма сĕнтĕм. "Пĕтĕлетентерекен пункта" уçмашкăн вара эпĕ пулăшма пулатаратăп. Кашни валли вăкăр çавăтса килейместĕп-çке-ха. Пĕчĕк ыйту пек кăна ĕнтĕ. Мĕн чухлĕ шăв-шав. Тĕрĕссипе, пурнăçра пĕчĕк ыйту çук. Вĕсенчен яланах пысăккисем тухаççĕ. -Шăмăршăра В.В.Путинпа иртнĕ тĕл пулура эсир те пулнă... -Эпир ăна Алманчăра кĕтнĕччĕ. Ял хуçалăхĕ мĕнле аталаннине кăтартасшăнччĕ. Унта сĕте ĕне çиллинчен тỹрех сĕт турттаракан машинăн "савăтне" яраççĕ. Çын сĕте хутăштарма çеç мар, ун çумне лекме те пултараймасть. Шел: вăхăчĕ палăртнинчен хĕсĕкрех пулнă терĕç. Тĕл пулура кашни калаçас кăмăллă пулни паллă. Анчах вăхăт вăраха тăсăлса каять. Çавăнпа вăл пирĕн хушаматсене пăхса тата кам ăçта ĕçленине кура хăй суйласа ыйтусем пачĕ. Мана ун пек "телей" тивĕçмерĕ. Алманчăсен директорĕпе Ю.Н.Поповпа вара калаçрĕ. Ăна чи малтан ĕçченсен ĕç укçи интереслентерчĕ. "Ĕç укçине вăхăтра паратпăр. Унсăр пуçне фирма шучĕпе ĕçе çỹреме велосипед та туянса паратпăр",- терĕ Юрий Николаевич. "Велосипед мĕн тума тата. Укçине ытларах тỹлĕр те хăйсемех туянччăр",-хăй шухăшне пĕлтерчĕ Владимир Владмирович. "Ферма инçерех вырнаçнă çав. Хĕлле дояркăсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене автобуспа илсе çỹретпĕр. Çулла вара ял çыннин ĕç нумай, ялан васкамалла, пĕр-пĕрне кĕтме вăхăт çук, Бензин, водитель кирлĕ мар, кỹлмелле мар, лармалла та вĕçмеле"_- аптăраса тăмарĕ Ю.Н.Попов. Раççей Президенчĕ вара питĕ тĕлĕнчĕ, унашкаллине курманччĕ-ха терĕ. -Вăл Патăрьелне хулапа та арпаштарнă терĕç пулмалла. -Раççей Президенчĕ Республикăна килсе кайнă хыççăн Правительствăра анлă лару иртрĕ. "Вертолетпа Шăмăршăна вĕçнĕ чух çỹлтен Чăваш Енпе паллаштарса пытăм. Çĕрпỹ, Канаш тетĕп. Хуласем пĕтрĕç-ха та- калаçма тăхтатăп. Патăрьелне çитсен вара Владимир Владмирович: "Ку тепĕр хула-и."- тесе ыйтрĕ. Ялăн хитре çурчĕсемпе чунтанах киленчĕ вăл",- шỹтлерех каласа пачĕ çавăнта Н.В.Федоров. -Иртнĕ суйлав мĕнпе савăнтарчĕ. -Ун пек чух хурлăхĕ те, савăкĕ те юнашарах вĕт. Кăтартусем вăтам: В.В.Путиншăн- халăхăн 66,9 проценчĕ, "хĕрлисемшĕн" -26 процента яхăн. Хакамадăна, Глазьева, Малышкина, Миронова "килĕштерекенсем" те пулчĕç. Мана уйрăмах çакă савăнтарчĕ: пурне те хирĕç текен сасă çукпа пĕрех. Ку çынсем чăнах та суйласа илнине пĕлтерет-çке. Никамшăн та сасăламанни пурнăçа хирĕç тенипе танах. _Общество инфраструктури йĕркеленсе пыраять-и. -Ку кăткăс ĕçсенчен пĕри. Апла пулин те май килнĕ таран çакна та туса пырасшăн. Сăмахран, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пуçларăмăр. Çулсеренех эпир çĕнĕ çуртсемпе ытти объект тăвассипе ĕçлетпĕр. Уйрăм хуçалăхсене çурт-йĕр çавăрма çĕр уйăрса паратпăр. Çурт-йĕр тăвас, транспортпа çыхăну отраслĕсене аталантарассипе те çĕнĕ меслетсем тупса ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшатпăр. Çул-йĕре тĕпрен юсас е çĕнĕрен тăвассипе, автобуссем чарăнакан вырăнсене йĕркене кĕртессипе, пассажирсене автобуссемпе туллинрех тивĕçтерессипе район администрацийĕ куллен ĕçлесе пырать. Телефонризаци енĕпе те татса памалли ыйту сахал мар. Газификаципе те çине тăрса ĕçлетпĕр. Районти ялсене çĕнĕ архитектура проекчĕсемпе тивĕçтерессипе вара хальĕхе район, ял администрацийĕсем , хуçалăх ертỹçисем те çителĕксĕр ĕçлетпĕр-ха. Çак çитменлĕхе пирĕн пĕтермеллех. Мĕншĕн тесен илемлĕ ялсемсĕр район та капăр пулаймĕ. _Николай Иванович, пуçлăхсем ытларах чухне ỹт хушаççĕ. Эсир вара чылай килограмма "пăрахăçланă" пек туйăнать. -Тĕрĕсех сăнарăр. Çулталăк ытларахра 22 килограма "çухатрăм" Мĕн сăлтавпа-и. Тухтăрсем мана ытлашши мăнтăрланнипе чир-чĕр çыпçăнма пултарасси пирки пĕлтерчĕç. Кая юлса каю шăтиччен хама алла илме шухăшларăм. Типĕ тытатăп, сывă пурнăç йĕркине пăхăнатăп. Канмалли кунсенче пĕрле ĕçлекенсене те спорта явăçтаратăп, хĕлле йĕлтĕрпе чупрăмăр, халь пылчăк пулнипе спорт залĕнче влейбол вылятпăр. Типсенех футбол мечĕкне хăвалăпăр.


"Хыпар"
06 апреля 2004
00:00
Поделиться