Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Талвир ятне манас марччĕ...

Чăвашсен паллă çыравçи Алексей Филиппович Талвир (Башкиров) 1909 çулхи пуш уйăхăнче Патăрьел районăнче çуралнă. Аслă пĕлỹ илнĕ, тăван çырулăх касалăхĕнче нумай сул тăрăшса ĕçленĕ, пĕр тапхăр Чăваш Республикинчи Писательсен союзне ертсе пынă. Кам киленсе вуламан-тăр хăй вăхăтăнче унан "Пăва çулĕ çинче", "Танташсем", "Эсĕ инженер пулатăн", "Никĕс" повеç-романăпе ытти вун-вун хайлавне! Băрçă вăхăтĕнче вара Алексей Талвир "Комсомольская правда" хаçатăн çap корреспонденчĕ пулнă, пĕрре мар çапăçусене хутшăннă, паттарлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн чылай наградăна тивĕснĕ, вулакансене фронтри ĕç-пулăмпа вăхăтлă та тĕрĕс паллаштарса тăнă. Ахальтен мар ĕнтĕ асăннă хаçат музейĕнче Алексей Башкиров (Талвир) çыравçа тата журналиста халалланă стенд йĕркеленĕ. Нушине-тертне пайтах тỹссе ирттернĕ Талантлă, ырă кăмăллă та тарават çыравçă... Кăçалхи пуш уйăхĕнче Алексей Филиппович çуралнăранпа 95 çул -çитрĕ. Вăл пирĕнтен уйрăлнăранпа самай ĕнтĕ, анчах манăçмасть, халăх асăнчен тухмасть унăн санарĕпе пултарулăхĕ, пархатарлă еткерĕ. Тăванĕсем те асран ямаççĕ чаплă çыравçа. Çав вăхăтрах пирĕн пуçлăхсем, влаç çыннисем аса илеççĕ-ши ăна... -Патăрьелĕнче, Сăкăталла каякан çул çине тухакан урамра, пысăках мар йывăç çурт ларать. Кашнинчех, хамăн ватă аннеме тата тăвансене курма килсессĕн, эпĕ унăн умĕпе иртетĕп. Вара каллех хамăн ачалăх кунĕсем куç умне чĕррĕн тухса тăраççĕ. Шăпах çак çуртра çуралнă та ĕнтĕ Алексей Филиппович Талвир писатель. Чи малтан эпĕ унпа (вăл сумлă çыравçă пулнине, паллах пăлмен те) 1960 çулта паллашрăм çапларах пулчĕ. Манпа пăр класрах вăренекен ырă юлташ Петя Евсеев хăйсен тăванĕсем патне кĕрсе тухма чăнчĕ. Вара вĕçтертĕмер икĕ шăпăрлан Башкировсен килне. Хапăлласах йышăнчĕç, пылпа чей ĕçтерчĕç (вĕсем ун чухнех килте пĕчĕк утар тытатчĕç, сачĕ те пысăкчĕ - ун пекки урăх пулнă-ши Патăрьелĕнче). Клавдия Филипповна ывăлĕпе Толикпе пахчана тухрăмăр та хура тĕслĕ çăмăл автомобиле асăрхарăмăр. Нумай кирлĕ-им вĕт-шакăра - хайхи çавна нимĕç танкĕ вырăнне уйласа вăрçăллă выляма пуçларăмăр, перетпĕр те перетпĕр çавна, граната ывăтнă евăр, çĕре ỹкнĕ Панулмисемпе. Шăв-шава илтсе пахчана Лекçей тете тухрĕ (трофей автомобиле унăн пулнă иккен), хăтарса илчĕ. Çавăн чухне пуçласа курнă та эпĕ Алексей Талвира Кун хыççăн Петя Евсеевпа Башкировсен кил-йышĕнче пĕрре мар пулнă эпĕ. Хуçисем -Феодора Евсеевнăпа Филипп Иванович - пире тăтăшах ырă сунса тутлă апат-çимĕçпе хăналатчĕç. Çул хыççăн çул вĕçсе иртрĕ. Эпĕ хам тухтăра вĕренсе тухрăм - ку ĕçре 30 çул ытла ĕнтĕ. Анчах Патăрьел хăçан тата еплерех пуçланса кайнипе, хамăрăн тата çывăх тăвансен йăх-ăру "йывăççипе" яланах кăсăкланнă, халĕ те архивсенче истори пулăмĕсене, несĕлсен пурнăçне тĕпчетĕп-тишкеретĕп. Тĕслĕхрен, çывăхри чиркỹсенче сыхланса юлнă документсем тăрăх Таба-ковсен тата Башкировсен йăх аталанăвĕ пирки тĕп-тĕрĕс пĕлме май килчĕ. Аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ кам-кам пулни тата хăшĕ ăçтан килни, Патăрьел тăрăхăнче хăçан тымар яни çинчен нумай-нумай çырса кăтартма пултаратăп. Шел, хаçатри пысăках мар статьяра пурин пирки те каласа-сăнласа пама май çук. Кун пек информацие пухма тỹрех палăртам çăмăлах пулмарĕ. "Хамăр несĕлсен йăх-тĕп çаврăмне вунă авăкчен тишкертĕм эпĕ. Çакăнпа пĕрлех "Башкиров" хушамат Патăрьелте 1910 çултан пуçласа йăл илнине те пĕлтĕм. ...Апла-и, капла-и, Башкировсен йăхĕ Яланах сумлă пулнă. Аслашшĕне - Иван Трофимовича та, унăн ывăлне Филипп Ивановича та (вăл чаплă тимĕрçĕ тата ал ăсти пулнă) ял-йыш яланах хисепленĕ, ырă суннă. Алексей Башкиров-Талвир тăванĕсем те районта тата республикăра тарăн йĕр хăварнă. Кун пирки Шупашкарти Литература музейĕнче А.Талвир çуралнăранпа 95 çул çитнĕ май ирттернĕ асăну каçĕнче те ăшпиллĕ калаçу пычĕ. Тĕл пулăва килнисем (ентешлĕх элчисем те пĕр кăмăллăн çакна па-лартрĕç, Талвир ятне, унăн пуян еткерне манăçа хăвармалла мар, Патăрьелăнче, ĕçе вăраха ямасăр музей-çурт уçмала. Çак сăмаха влаçри пысăк çынсен те илтесчĕ, халăх сĕнĕвне пурнăçа кĕртесчĕ...



"Хыпар"
03 апреля 2004
00:00
Поделиться