Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хурт-хăмăрçăсен канашлăвĕ

Райадминситраци залĕнче районти коопреативсенчи тата килти хуçалăхсенчи хурт-хăмăр ăстисен кнашлăвĕ иртрĕ. Унта пухăннисен умĕнче Шăмăршă районĕнчи ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ Н.Вазенов пыл паракан культурăсем çинчен каласа кăтартрĕ. Шăмăршă тата Патăрьел районĕсенчи тĕп зоотехник-хурт-хăмăрçă Н.Пирожков иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе отчет турĕ. Районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп экономисчĕ Т.Шакуров утарсен производствăпа финанс ĕçĕ-хĕлне тишкерчĕ. Патăрьел ял вăрман хуçалăхĕн специалисчĕ В.Кузнецов утарсене вăрмана лартмалли йĕркесемпе паллаштарчĕ. Канашлу ĕçне республикăри хурт-хăмăр агенствин директорĕ Г.Максимов, райадминистраци пуçлăхĕн пĕррĕмĕш çумĕ С.Тарасов хутшăнчĕç. Г.Максимов хурт-хăмăрçăсен умĕнче тăракан задачăсене палăртрĕ. Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ М.Калмыков канашлăва пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ. "Звезда" ял хуçалăх кооперативĕнчи В.Воробьев хурт-хăмăрçа Раççей федерацийĕн ял хуçалăх министерствин, ыттисене ял хуçалăх управленийĕн Хисеп грамотисене парса чысларĕ, Ун хыççăн хурт-хăмăрçăсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашрĕç.


"Авангард" (газета Батыревского района)
03 апреля 2004
00:00
Поделиться