Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Агрономсен тĕллевĕсем пысăк

Райадминистраци залĕнче агрономи конференцийĕ иртрĕ. Унта хуçалăхсенчи тĕп агрономсем, бригадирсем хутшăнчĕç. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа "Районти ỹсен-тăран отраслĕн лару-тăрăвĕ тата умра тăракан задачăсем çинчен" ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрномĕ В.Алексеев доклад турĕ. Ун хыççăн республикăри вăрлăх инспекцийĕн начальникĕ В.Бусова вăрлăх туса илессине аталантармалли тĕп çул-йĕрсем çинче чарăнса тăчĕ. Распубликăра малашлăхра туса илмелли культурăсемпе сортсене сăнаса тĕрĕслекен комиссин тĕп агрономĕ А.Мукина çĕнĕ вăрлăхсемпе паллаштарчĕ. Канашри "Сортсемовощ" предприятии ертỹçи Н. Иванов сахал лаптăксем çинчех гербицидсем сапса пысăк тухăçлă культурăсем туса илме май пурри çинчен каласа кăтартрĕ. Уйрăмах сухан вăрлăхĕ туса илес ыйтăва çĕклерĕ. Севока ана çинчен татмасăрах пуçтарса кĕртсе типĕтсен, кайран сортировка тусан пахалăхлă тавар пулнине çирĕплетрĕ. Çĕр пулăхлăхне лайăхлатас ыйту çинче республикăри ỹсентăрансене хỹтĕлекен станцин тĕп специалисчĕ В.Григорьев чарăнса тăчĕ. Кĕрхи культурăсене удобренисемпе апатлантармаллине каларĕ, çĕр çине кали удобренийĕ сапма патшалăх бюджетран пулăшу парассине пĕлтерчĕ. Районти çĕрйĕркелỹ ыйтăвĕпе ĕçлекен комитет ертỹçи Н.Каштанов çĕрсемпе тухăçлă усă курмаллине аса илтерчĕ. Республикăри ял хуçалăх министрествин предствителĕ С.Филиппова тыр-пул туса илмелли технологипе паллаштарчĕ. Конференции ĕçне районти ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ М.Калмыков йĕркелесе пычĕ, пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
03 апреля 2004
00:00
Поделиться