Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мунчи çеç тăрса юлнă

Юлашки вăхăтра Патăрьел тăрăхĕнче час-часах вут-кăвар алхасать. Çак кунсенче акă Тури Чакăри пĕр хуçАлеç çунса кĕлленнĕ. "Хĕрлĕ автан" шăпах çур çĕр тĕлĕнче "авăтнă". Пушарта çуртпа хуралтăсем пĕтĕмпех юрăхсăра тухнă. Тăкак 100 пин тенке яхăн. Хыпар-хăнар тăрăх, кил хуçипе мăшăрĕ Хулана кайнă пулсан та пушă çурта чĕнмен хăнасем пулкаланă. Тен, пушар тухнин сăлтавĕ Те вĕсенчех пулĕ. Никифоровсем усал хыпара илтсен яла таврăнсан çул хыççăн аран-аран сыхланкаласа юлнă мунчара çеç кăштах çырткалама вырăн тупнă. Çав вăхăтрах пушарниксене суя чĕнỹпе те тарăхтараççĕ-мĕн. Çак кунсенче Кена-ха пале мар çын Патăрьелĕнчи Калинин урамĕнче пушар тухнă тесе шăнкăравланă. Пĕр харăсах икĕ автомашина çула тухнă. Вут-кăвар вара ниçта та алхасман.


"Хыпар"
02 апреля 2004
00:00
Поделиться