Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Первомайскисен те кĂтартмалли чылай

Первомайскисен те кăтартмалли чылай Пĕччен суран типсех пырать, ушкăн сурать кỹлĕ пулать, текен ваттисен сăмахне тĕпе хурса район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов темиçе çул каяллах район, хуçалăх ертỹçисенче ĕçленĕ опытлă çынсене хăй тавра пĕтĕçтернĕ. Пысăк ĕçсене яланах вĕсемпе канашласа татса парать. Çак кунсенче вăл советниксене Первомайски ял администрацине илсе кайнă, ку территоринчи хуçалăхсенче, учрежденисемпе предприятисенче пулса курнă. Ахальтен кайман вĕсем кунта. Сăлтавĕ- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ене, Шăмăршăна килсе кайни. Çакă Патăрьелне те çĕнĕ варкăш илсе килнĕ. Вăл ялсен социаллă аталанăвĕ çинее тимлĕрех пăхма хистет. "Ялта пурăнакансене, пурăнас текенсене, ачисем кунта пурăнччăр тесе тăрăшакансене инфраструктурăна лайăхлатса пыма пулăшмалла. Ку- сывлăх сыхлавĕ, вĕрентỹ, çулсем",- тенĕ Президент Шăмăршăри канашлура. Ку тĕлĕшпе пирĕн районта та чылай ĕçсем тăваççĕ-ха. Ялсене çутçанталăк газĕ кĕртесси, çулсем хываси, çирĕп çыхăну йĕркелесси, пурăнмалли çурт-йĕр лартасси, патшалăх пулăшăвĕпе усă курасси ăнăçлă пырать. Ялти шкулсене çĕнетсе лайăхлатаççĕ, база шкулĕсем уçаççĕ, вĕсене хальхи вăхăтри çĕнĕ йышши оборудовании вырнаçтараççĕ. Ачасене шкула автобуссемпе илсе пырасси, киле леçсе ярасси çирĕп йăлана кĕчĕ. Вĕрентỹ пахалăхне лайăхлатасси тĕп вырăна тухса тăчĕ. Халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерессипе Патăрьелĕнче тĕслĕх библиотеки сывлăх сыхлавне çирĕплетессипе çемье врачĕн офисĕсем виççĕ уçнă. Яла социаллă аталантарассипе уйрăмах первомайскисем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çакна советниксем хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç. Малтанах вĕсем ял администрацинче пулчĕç. Унăн ертỹçи Ю.Федоров территоринчи ялсен социаллă аталанăвĕпе малашлăх планĕсемпе паллаштарчĕ. Пĕр вырăнтах вĕрентỹ, сывлăх сыхлавĕн, культура, спорт учрежденийĕсем ĕçлеççĕ, тĕп урамсене асфальт сарнă, газ кĕртесси ăнăçлă пырать. Вĕрентỹ центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те мухтанмалăх пур. Унта таврари ялсенчен çеç мар, Комсомольски районĕнчен те вĕренме çỹреççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 марта 2004
00:00
Поделиться