Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Яваплăхран хĕрарăмсем те пăрăнмаççĕ

Модернизаци, реструктуризаци, реорганизаци, компьютеризаци йышши çĕнĕ сăмахсене специалистсем çеç мар, ахаль çынсем те хăнăхса çитрĕç пулĕ. Ку терминсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Юлашки çулсенче вĕрентỹ тытăмне чылай çĕнетрĕç, çавна пула база шкулĕсем йĕркеленчĕç, шкул автобусĕсем çỹреме пуçларĕç. Вĕрентỹ яваплăхĕнчен ашшĕ- амăшĕсем те айккинче юлмаççĕ. Районти хĕрарăмсен черетлĕ семинар- канашлăвĕ шăпах çак ыйтусем тавра пулчĕ. Кивĕ Катекре иртрĕ. Сăлтавĕ те пур. Кăçал кунта регорганизаципе пуçламăш шкул-сад туса хунă. Пиллĕкмĕшпе улттăмĕшсене те хăйсем патĕнчех хăварнă. Семинарăн теориллĕ пайĕ Культура çуртĕнче пычĕ. Малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Н. Маллина вĕренỹри çĕнĕлĕхсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Ял шкулĕсене тĕпрен çĕнетсе улăштарас ĕç пырать. Кивĕ Катекри, Тутар Тимешĕнчи шкулсене пуçламăшне хăварнă, красномайскисемпе кзылчишмасене пĕтĕмĕшле пĕлỹ параканнисем туса хунă. Черетре - упамсасем, кзылкамышсем, чăвашишексем. База шкулĕсем 12 пулмалла. Анчах инфраструктурăна кирлĕ пек туса çитермесĕр база шкулĕсенче вĕрентĕве çỹллĕ шайра йĕркелеме çук. Çул-йĕр пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. «Шкул автобусĕ» программа çумне «Шкул патне çул» программа хутшăнни кирлĕ пулăм. Ял шкулĕсене компьютерсемпе тивĕçтереççĕ. Кăçал çеç çĕнĕ 45 компьютер панă, 21 шкула Интернетпа çыхăнтарнă. Çывăх вăхăтрах база шкулĕсенче спутник антеннисем вырнаçтараççĕ. Элекронлă почта çыхăнăвĕ лайăхланать. Ачасене база шкулĕсене турттарма 4 автобус панă, тата килмелле. Ача сачĕсем тулли хăватпа ĕçлеменни пăшăрхантарать. Икĕ хутлă хăтлă садиксем çурма хăватпа çеç ĕçлеççĕ. Тутар Сăкăтрине тĕпрен юсамалла. Çакна тума 2 миллион тенкĕрен кая мар кирлĕ. Шăнкăртамри валли- 1 миллион. Ача садне çỹременнисене пĕрремĕш класри программăна алла илме йывăр. Модернизаци ыйтăвĕпе декабрьте районта ашшĕ-амăшĕсен пĕрлехи пухăвне ирттерме пăхнă. Кивĕ Катекри шкул-сад тун май пĕр учитель те, воспитатель те, техничка та ĕçсĕр юлман. Çакăн пирки А. Табакова директор питĕ ăнланмалла каласа кăтартрĕ. Ун хыççăн шкул-сада çỹрекенсем хăйсен юрри- ташшисемпе савăнтарчĕç. Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ концерт пачĕ. Малалла Кивĕ Катекри, Татмăшри, Сăкăтри, Шăхачри хĕрарăмсен совечĕсен председателĕсем ( Г. Маркиданова, С. Солдатова, А. Сулагаева, Р. Горшкова) хăйсен ĕçĕ- хĕлĕпе паллаштарчĕç. Унтан калаçу каллех ачасен шăпи, сывă пурнăç йĕрки çине куçрĕ. ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн 2003 çул- Чăваш Енри çемье çулталăкĕ. Çавна май хĕрарăмсен совечĕсен ку тĕлĕшпе чылай ĕçлеме тивет. Начар йăла - йĕркесене пĕтерес тесен шкулпа хĕрарăмсен совечĕсен пĕрле алла- аллăн тытăнса ĕçлемелли куçкĕрет. Шăпах çак шухăш патне пырса тухрĕç те. Семинар ĕçне районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ О. Гусарова пĕтĕмлетрĕ, ĕçĕ- хĕлĕпе, музейпе паллашрĕç. Пĕчĕккисене пĕчĕк çеç парне кỹчĕç.


07 декабря 2002
00:00
Поделиться