Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

П&#277р ч&#277лхе тупса &#277&ccedilлесен

Районта вырăнти самоуправлени пуçлăхĕсем хушшинче тĕрлĕ çулхисем пур. Вăл шутра пенси çулне капашланакансем те, вăтаммисем те, çамрăккисем те. Ĕç стажĕпе те тĕрлĕрен. Çапах та хăйтытăмлăх органĕнче пĕр улшăнмасăр вунçичĕ çу тата вун çичĕ хĕл каçаканни хальлĕхе пĕртен пĕрре çеç-ха. 1985 çулта Ишлĕ ял Советĕнче унăн председателĕ пулма темиçе кандидатран Г.Г.Артамонова суйланă. Халăх шанăçне тỹрре кăларса пынăран темиçе хутчен те пĕрле кĕрешĕве тухнисене «çурăм çине» вырттарма пултарнă вăл. Вырăнти самоуправлени органĕсене суйламалли саккун улшăннă хыççăн каллех Геннадий Георгиевич хушамачĕ- вырăнти администраци пуçлăхĕсем хушшинче. -Çанă тавăрни çеç ĕç стажне кĕмест. Ял халăхĕпе пĕр чĕлхе тупас тесе нихăçан та хăпартланса, ỹстерсе, шантарса калаçмастăп. Манăн ун пек пултарулăх çук,- терĕ вăл хăйĕн ĕç вăрттăнлăхне уçса пама ыйтсан. Район центрĕчен аякра вырнаçнă ял халăхне паян мĕн пăшăрхантарать-ха. Кăçал ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçĕ тăрăх Пăлăпуç Нурăс, Ишлĕ, Ульяновка ялĕсенче 1101 çын пурăнать. Вĕсенчен 364-шĕ пенсионерсем. Виçĕ пайĕнчен пĕри тесен те йăнăш пулмĕ. Вăрман тăрăхĕнчисене те чăн малтан район, республика шайĕнче тапраннă ыйтăвах, «сенкер çулăмăн» çулне хăйсем патне илсе çитересси канăçсăрлантарать. Первомайск - Ишлĕ тĕп магистрале хывма пуçламан-ха, пăрăхĕсене çеç кỹрсе килнĕ. Çак кунсенче ялсен схемине пăхса тухса проект хатĕрлеме парасшăн. Çынсемпе курса калаçсан çакă та паллă пулчĕ. Кинемейсемпе мучисем ырă ĕçшĕн хуçасене алă тăсма хатĕр. Эппин, пурте пĕр çын пек кар тăрса ĕçлесен газ проблемине администраци пуçлăхĕ каланă пек 2004 çулта татса пама та пулчĕ. Администраци территоринчи Нурăсра 445 хуçалăх шутланать. Вĕсенчен çитмĕлĕшĕнче мăрьерен тĕтĕм тухмасть, кил-картинче автан авăтни те илтĕнмест. Çуртсем пушанса, ялсем ватăлса пыни пăшăрхантарать. Çамрăксем ушкăнăн- ушкăнăн пысăк мул шыраса аякри- аякри хуласене тухса кайни канăçсăрлантарать. Тĕрĕссипе вара паян ĕçченсем хуçалăхра вă хурсах тырри- пуллине те, утă- улăмне те, шалуне те çителĕклех илеççĕ. Ан ỹркен çеç. Вырăнти администраци ялсен инфраструктурине çĕнетес, социаллă- культурăллă объектсене йĕркеллĕ ĕçлеттерессипе тимлет. Патăрьелĕнчен Ишлĕне каякан автобус Пăлапуç Нурăсне кĕнишĕн ял халăхĕ питĕ кăмăллă. Кунта çул сариччен вара кĕрлĕ- çурлă çанталăкра кĕрсе тухма та çав тери нушаччĕ. Çитес сезонта Ульяновкăна, унтан Люляна асфальт çулпа çыхăнтарма пăхнă. Ял урам тирпей- илемĕ чăн малтан çакăнтан килет. Районта ача çураласси чаксах пырать. Ишлĕ тăрăхĕнче те пĕлтĕр сакăр пепке çеç хутшăннă. Çав вăхăтрах çирĕм çыннăн ятне списокран ялнлăхăх чĕрсе хунă. Администраци территорийĕнче виçĕ тата ытларах ачаллă çемйесем те йышлă мар. Карчăк- шăрчăк çук çемйесен шăпăрлансене ниçта хăварма çук тесе те калаймăн. Ишлĕре 50 вырăнлă ача сачĕ ĕçлет. «Хĕрлĕ палана» паян 25 ача çỹрет. Кунта ăшă, хăтлă, тирпейлĕ. Картишĕнче вылямалли участокĕсене те юсаса çĕнетнĕ. -Малашне кĕçĕн класри ачасене те кунтах вĕрентесшĕн. Вĕсем валли вырăнĕ çителĕклĕ, условисем пур,- терĕ Геннадий Георгиевич ясли-сад ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май. Ял пуçлăхĕн паян халăхпа пĕр чĕлхе тупас тесен сахал мар ĕçлемелле. Администраци территорийĕнче ĕç объкчĕсене йышлă. Вăл шутра шкулсем, фельшерпа акушер пункчĕсен, ясли-сад, Культура çурчĕсем... Унсăр пуçне хиссеплĕ ватăсем, ветерансем, инвалидсем хăйсен ыйтăвĕсемпе тỹрех вырăнти ертỹçĕ патне килеççĕ. Кашнийĕн кăмăлне тупмалла. Çемйери шăв-шава та чăн малтан унăнах тирпейлесе яма тивет.


07 декабря 2002
00:00
Поделиться