Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Санăн çыннусем, район «Тавтапуç учительсем сире, тавтапуç...»

Патăрьел районĕнчен тухнă çынсем наука сыннисем пулса тăнисем 130тан та иртеççĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ-ĕçлеççĕ Пулсан та вĕсем тăван çĕрпе-шывпа тачă çыхăну тытаççĕ. Хальхинче «Авангард» хаçат редакцийĕн хăни- «Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн наука енĕпе ĕçлекен проректорĕ, техника наукисен докторĕ Петр Владимирович Мишин профессор. Вăл хаваспах пирĕнпе ăшпиллĕн калаçма килĕшрĕ. Петр Владимирович, чăн малтанах вулкансене хăвăрăн кун-çулăр çинчен каласа кăтартăр-ха. Эпĕ Сăкăт ялĕнче 1957 çулхи пуш уйăхĕн вĕçĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарăн 9-мĕш техника училищине вĕренме кĕтĕм, унтан 4-мĕш стройтрестра электромонтерта ĕçлеме пикентĕм. Çак хушăра тантăшсем салтака кая пуçларĕç. Мана вара повестка пама тăхтаççĕ-ха, бронь пур иккен. Хамăн вара юлташсенчен пĕрре те юлас килмест, ара салтак шинельне тăхăнман çамрăк çын-и вăл. Çапла шухăшпа çунатланса ĕлĕкхи ДОСААФăН Шупашкарти Тинĕс шкулне сукмак хыврăм, шыв айĕнсе çỹрекен лодкăсен дизелист ăсталăхне алла илтĕм. Ĕнтĕ Кунтан çара кайма чарц çукчĕ. Кĕçех эпĕ Те строя тăтăм, Байконур таврашĕнче хĕсметре пултăм. Вĕренес, аслă пĕлỹ илес ĕмĕт пысăкчĕ. Çавăнпа гимнастркăна ( кителе) хывнă- хывман Шупашкарти ял хуçалăх институтне утрăм. Конкурс тени питĕ пысăкчĕ кунта, пĕр вырăна 7 çын. Апла пулин те эпĕ Экзамена чиперех тытса механизаци факультечĕн студентне çаврăнтăм. Мухтанни тесе ан шутлăр, зачет кĕнекинче манăн шăкăринех «пиллĕкчĕ». Çавăнпах-и хĕрлĕ диплом илнĕ хыççăн мана хистесех машинăпа трактор паркĕн эксплутацийĕн кафедринче ассистентра ĕçлеме ыйтрĕç. Колхоз стипендиачĕ Пулнăран тата килте анне çеç юлнăран ( ун чухне атте çĕре кĕнĕччĕ) çул юппине тăрса чылайччен пуç ватма тиврĕ, мĕн тумалла. Тавах тăван хуçалăха, ун чухнехи ертỹçе П. Казачкова! Аннене те тавах. Пурте мана пурнăçа институтпа çыхăнтарма пиллерĕç, ăнăçу сунчĕç. Икĕ çултан мана вара ертỹçĕсем Пушкин хулине вырнаçнă хура тăпраллă мар тăрăхри механизаци иаиа электрификаци наука тĕпчев институтне, унăн аспирантурине кайма направлени пачĕç. Çитрĕм лере. В. И. Вайнбург нимĕç преподаватель çапла ыйтать, «Института эсир мĕнле вĕренсе пĕтернĕ.» Эпĕ пĕр ассăрах çапла хуравларăм, «Манăн пĕр тăваттă та çук!» Профессор аллисене сулкала пуçларĕ, «эпир ун пеккисене илместпĕр»,- тет. Хам та аптрасах кайрăм, «нивушлĕ каялла каймалла пулать»,- тетĕп. Кăштахран пĕр- пĕрне ăнланса илтĕмĕр. Вăл эпĕ «виççĕпе» çеç ĕлкĕрсе пынă тесе шутланă иккен. Виçĕ çултан эпĕ çак вĕренỹ заведенийĕнче палăртнă вăхăт çитичченех диссертаци хỹтĕлесе техника наукисен кандидачĕ пулса тăтăм. 1990- çулта каялла Шупашкара таврăнтăм, хам хăнăхнă кафедрăра ассистентра, аслă преподавательте, доцентра вăй хутăм. 1996-2000 çулсенче совместительство йĕркинче академин ученăй секретарĕ пултăм. Халĕ улттăмĕш çул- проректор. Эсир, электромонтера хăнăхнă çын, епле майпа наука çулĕ çине тăма пултарнă-ха. Ыйтăвĕ ку йывăр. Ăна çапларах ăнлантарнă пулăттăм. Салтакра чухне эпĕ кĕске вăхăтлăха отпуска килсе кайрăм. Сăкăт райцентран сакăр çухрăмра вырнаçнă. Утмалăх пайтах темелле. Çавăнпа ял вĕçĕнче çула май каякан машина кĕтсе тăратпăр. Ун чухне хальхи пек асфальт та, маршрутпа çỹрекен автобуссем те çукчĕ-ха. Ваттисем те, ачаллă хĕрарăмсем те пур. Анчах транспорт тени нимех те курăнмасть. Вăт çакăн чухне пĕри часах колхоз автобусĕ килессе пĕлтерчĕ. Вăл Патăрьелне таçтан килнĕ темле специалистсене илме ятарласа каять иккен. Апла-тăк, пире те лартĕ, тетпĕр. Шухăша кайрăм çавăн чух, «Вĕреннĕ çынсем тесен, ав, кайсах илеççĕ!» Тен, çаках амалантарнă пулĕ аслă пĕлỹ çулĕ çине тăма. Кĕскен те пулин хăвăрăн наука ĕçĕсемпе паллаштарăр-ха. 80-мĕш çулсенче хăватлă техника хатĕрĕсем кăларма тытăннă май çĕр сухаламалли плугсем те улшăнма пуçларĕç. Ĕлĕкрех тĕслĕхрен, виçĕ-тăватă касăллă кăначчĕ. Мучине тухнă «ДТ-51» трактор валли аптрамастчĕç-ха. Яш каччă пек «Т-150» е «К_700» йышши хурçă «утсем» валли вара 5-7 касăллисем килме пуçларĕç. Эпĕ хамăн диссертацинче тăпра пахалăхне кура касă анлăшне (ширина захвата) улăштарма, çак мелпе ĕç хăвăртлăхне ỹстерме, çунтармалли- сĕрмелли япаласене перекетлеме те май пурри çинчен çирĕплетрĕм. Студент чухне çуллахи вăхăтра çуллен яла килсе колхоз уй-хирĕсенче тракторпа е комбайнпа ĕçлени ахаль иртмерĕ пулĕ тетĕп. Çак ыйтусене кайран та нумай тĕпчерĕм, сăнарăм, танлаштартăм... Темăна та нумай анлăлатрăм. Пĕчĕккĕн эпĕ плугсен хашакĕнчен тухса çĕрпе ĕçлекен мĕнпур машинăсем патне çитрĕм, бортри компьютерпа усă курса ĕçĕн оптималлă режимне йĕркелеме май пуррине кăтартса патăм. Кăçал вара ăна тĕпе хурса февраль уйăхĕнче Санкт- Петребургра патшалăх аграри университетĕнче доктор диссертацине хỹтĕлеме пултартăм. Наука енĕпе малалла та ĕçлес ĕмĕтсем пур-ха. Сывлăх пултăр та, тур пулăштăр. Сирĕн ỹсĕмĕрсем пысăк. Кам е мĕн тивлечĕпе пулнă-ши вĕсем. Пĕр сăмахпа хуравлама йывăр. Кам мĕнле пулĕ те, эпĕ чăн малтанах хамăр Сăкăт шкулне, пĕрремĕш учителе Александр Матвеевич Прохорова ( вăл вилнĕ ĕнтĕ, ыр вырăнта вырттăр!) ытти педагогсене ăшшăн аса илетĕп. Вĕсем çине тăрса ăс паман, хистесе вĕрентмен, урăхла каласан, çирĕп никĕс хуман пулсан, малалла анлă утăмсем тăваттăм-ши. Иккĕленетĕп. Ахальтен мар ĕнтĕ, пирĕн ялтан наука докторĕсем улттăн тухнă! «Тавтапуç, учительсем сире, тавтапуç» тенĕччĕ-и-ха пĕр юрăрă. Эпĕ те çавнах калатăп. Сăкăтран тухнă ученăйсем, Горбунова Зинаида Михайловна, ялхуçалăх наукисен докторĕ, Мускав; Евграфов Олег Валерьевич, экономика наукисен кандидачĕ, Шупашкар, Ильин Николай Иванович, педагогика наукисен кандидачĕ, Сăкăт, Ильин Станислав Иванович, физика- математика наукисен кандидачĕ, Мускав, Метин Петр Николаевич, филологи наукисен докторĕ, Шупашкар, Мишин Петр Владимирович, техника наукисен докторĕ, Шупашкар, Никитин Николай Петрович, истори наукисен докторĕ, Киров (вилнĕ), Прохоров Владимир Александрович, педагогика наукисен кандидачĕ, Хусан, Толстов Владимир Федорович, физика-математика наукисен кандидачĕ, Мускав. Наука енĕпе ĕçлекен проректор пулнă май П.В. Мишин наука тĕпчевĕсене пуянлатса пырас, вĕсен эффективлăхне ỹстерес тата анлăлăтас, пысăк квалификациллĕ наука-педагогика кадрĕсем хатĕрлес енĕпе активлă ĕçлет. Унăн хастарлăхне пула академинче икĕ хушма специальность ( аспирантурăра) тата çак специальноçсем тăрăх кандидат диссертацийĕсене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен диссертаци совечĕсем уçнă, 05.20.01- ял хуçалăхĕнчи технологисем тата механизаци ĕç хатĕрĕсем; 06.02.04-харпăр хăй шайри зоотехник, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илмелли технологи; 16.00.06- ветеринари санитарийĕ, экологи, зоогигиена тата ветеринари-санитари эксперитизи. Вăл наука-тĕпчев ĕçĕпе нумай çитĕнỹсем тăвать. Техника наукисен тăватă кандидатне хатĕрленĕ тата çичĕ Аспирант руководителĕ, 115 наука ĕçĕ пичетленĕ, çав шутра-45 изобретени тата Роспатент свидетельствисем. Вузсем валли 4 вĕренỹ пособийĕ хатĕрленĕ, вĕсене Раççей ялхуçалăх Министерствипе ЧР Вĕрентỹ министерстви усă курма сĕннĕ. П.В.Мишин студентсене изобретени ĕçне явăçтарас енĕпе те тухăçлă ĕçлет. Вăл ертсе пынипе 100 ытла студент изобретатль пулса тăнă. П.В.Мишин ертсе пыракан мĕнпур диплом проекчĕсем изобретени шайĕнчи çĕнĕлĕхсемпе уăрăлса тăраççĕ, хăйĕн изобретенийĕ тăрăх ăна СССР ВСНТО правленийĕн Президиумĕн 3 степеньлĕ дипломне панă. (П.В.Мишин пирки академи ректорĕ панă характеристикăран).


06 декабря 2002
00:00
Поделиться