Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сан&#259н &ccedilыннусем &ccedilаксем, район«САХАЛ С&#258МАХ САХ&#258Р ПЕК,»-тет Ар&ccedilук Тарасов

Тĕп хуламăрта ĕç коллективĕпех тĕл пулма тỹр килчĕ ăна. Пỹлĕме хĕрача пек именчĕклĕн кĕрсе тăчĕ вăл. Сăпайлăн сывлăх сунса малалла иртрĕ. -Арçук унченхиллех именчĕк... пăшăлтатрăмăр пĕр-пĕринпе. Çавна пулах-тăр унăн пит çăмартисем те чылай чухне хĕрлĕхен пекех хĕрелсе каяççĕ. Çапла сăмах çумне çуралса пирĕн ентешĕмерпе ăшпиллĕ калаçăвах пулса тухрĕ. Чылай вулакан Арсений Алексеевич Тарасова чăваш телевидениăĕн программи урлă пĕлет. Паян вăл кунта наципе культура пайĕнче тăрăшать. Пăлакасси чăвашĕн, сăпайлă та йăваш, çын хушшинче çуталсах çỹреме юратман çыравçăн республика шайне тухмалли çул-йĕре вара çăмăл тумхахсăр пулман. Пĕчĕк чухне вăл ыттисем пек «ылтăн» сăпкара мар, мĕскĕн хресченĕн çăка хуппиинчен авса ăсталанинче çеç сикнĕ. Ашшĕ колхозра ĕçлеменни вĕсен çемйине чылай чухне ура хурса пынă. Пурнăçа сыпăнтарма ытла та йывăр пулнă. Çапах та çемье пуçлăхĕ Арçук вĕреннĕ çын пултăр тесе тем пекех Пỹлĕхрен тархасласах ыйтнă. Ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Ача чухнех сăвă-калав хăйлама юратнă каччă Чăваш патшалăх университечĕн журналистика уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Аслă шкулта туптанă пĕлĕвĕпе вара паян тĕрлĕ енлĕ усă курать. Чăн малтанах тележурналист хăйĕн ĕçри пĕрремĕш тивĕçне ăнăçлă та халăха юрăхлă пурнăçлама тăрăшать. Куракансем унăн «Тавсси» ярăмри передачисене наци тата культура ыйтăвĕсемпе хатĕрленĕ кăларăмĕсене хапăлласах йышăнаççĕ. Унсăр пуçне литература енне туртăнни савăнтарать. Вăл пьесăсем çырать. Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче çамрăк драматургăн «Инçет çăлтăр çути» драмине Чăваш патшалăх академи театрĕн артисчĕн сцена çине кăларчĕç. -Пьесăри сăнарсене ентешĕмĕре кама та пулин ан курччĕр, ан шыраччĕр. Вĕсем Пăлакассинче те, Патăрьелĕнче те пурăнмаççĕ. Геройсем ман чунран тĕвĕленсе çуралса тухнă çынсем çеç. Вăл шутра Лисук та, Кĕтринпе Микуль тата ыттисем те, - терĕ вăл кĕскен хăйĕн пĕрремĕш творчество ĕçĕ пирки сăмах пуçарсан. Автор ытларах тарăн шухăшлă, чун-чĕрене тыткăнлакан сăнарсем калăплать. Куççуль витĕр вăраннă, туйăмсем шăрçалана-шăрçалана драма пулса тухаççĕ. Çывăх вăхăтрах вăл хăйĕн тепĕр произведенине сцена ăстисен аллине парасшăн. Эппин, драматургăн каçалăкĕ пысăкланнăçем пысăкланса пырать. -Ача чухнехи ĕмĕтĕмсем пурнăçа кĕрсе пынишĕн Турра тав тăватăп, аттепе анне умĕнче пуç таятăп. Пурнăçăмри хамăн çула тĕрĕс суйласа илнĕ тетĕп. Патăрьелсем умĕнче темех мухтанмалли çук. Пирĕн тăрăхра манран паттăрсем те пайтах. Çапах та тĕп хуламăртан аякри ялта вырнаçнă ман пек чăваш ачисем инçетри телей çутипе танлăн утнишĕн хĕпĕртетĕп,- терĕ Арçук пирĕнпе сывпуллашнă май.


06 декабря 2002
00:00
Поделиться