Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

В&#259р&#259м &ccedilул сана, шкул

Хамăр хаçат страницисенче вĕрентỹ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсем çинчен пĕрре мар çыртăмăр-ха. «Шкул автобусĕ» программăна халăхра тĕрлĕрен йышăнчĕç- кам сивлесе, кам ырласа, хĕпĕртесе. Апла-и, капла-и, Курганта кăларнă сарă автобуссене пурте паллакан пултăмăр ĕнтĕ- куллен çирĕплетнĕ база шкулĕсене аякри ялсенчи ачасене илме çỹреççĕ вĕсем. Шкулсенче пĕрремĕш чĕрĕк вĕçленчĕ. Çĕнĕлĕхе хак пама, малашне мĕн тумаллине палăртма вăхăт. Район администрацийĕн вĕрентỹ управленине шăпах çак тĕллев илсе çитерчĕ те. Эпир Н.Афанасьев тĕп специалистпа курнăçрăмăр. -Николай Семенович, чи малтанах сирĕн шухăша пĕлес килет, кирлехчĕ-ши тата вăхăтра вăя кĕме пултарчĕ-ши «Шкул автобусе» программа. - Кирлехĕ Паян мар-тăк, ыран çакăн патне çитеттĕмĕр. Мĕншĕн-и. Хуравĕ паллă, ялти шкулсенче ачасен шучĕ палăрмаллах чакать. Пирĕн те çаплах. Акă 1981-81 çулсенче 12500 ача пулнă. Пĕлтĕр 7670 ача, кăçал вара- 7345 çеç. Пĕр пысăк шкул вĕт ку! Вăтамран пĕр класа 17 ача тивет. Класс - комплектсем 439. Мĕнпурĕ 856 учитель, пĕрин пуçне 9 вĕрентекен лекет. Çав вăхăтрах вырăнĕ 11376 ачалăх. Çитес çулсенче те чакмалла. Сахал вĕрентекенсемшĕн вăтам шкул тытса тăма ниепле те май çук. Сăнава йышăнмах тивет. Паллах, маларах йывăрлăхсем пулчĕç. Майĕпен хăнăхса пыраççĕ. Халĕ пирĕн районта 19 вăтам, 14 пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан, 2 пуçламăш шкул. Вăхăт иртнĕ май, каярахпа 10 е 12 база шкулĕ çеç юлмалла. - Пĕрремĕш автобуссем хăш шкулсене тивĕçрĕç-ха. - Пирĕн района 4 автобус килчĕ. Вĕсене Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Алманчăри, Туçари, Сăкăтри вăтам шкулсене патăмăр. Пурте шанчăклă алăра темелле, гаражсем пур, водительсем опытлă. Хальлĕхе вĕсем йĕркене пăсни, руль умне ỹсĕр ларни пулман. Çулĕсем те йĕркеллех. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкул автобусĕ Кивĕ Катек, Татмăш ачисене турттарать. Çапла майпа иккĕмĕш вăтам шкул ыйтăвне те тивĕçтерет. Мĕншĕн тесен, асăннă ялсенчен унта та çỹреççĕ. Алманчăсен автобусĕ Кзыл-Чишма- Красномайск- Алманчă маршрутпа çỹрет. Çакăнпа ашшĕ-амăшĕсем те, ачасем те кăмăллă. Кирек мĕнле çанталăкра та çуран утмаççĕ. Сăкăтсемпе туçасем те автобуссене вĕрентỹ тĕллевĕпе усă кураççĕ, экскурсисене, районта е республикăра иртекен спорт ăмăртăвĕсене, олимпиадăсене илсе çỹреççĕ. -Çĕнĕ программăна тивĕçлĕ шайра пурнăçлас тесен укçа-тенкĕ те сахал мар кирлĕ. Çавна май бюджетран пулăшасса шанма пулать-и. -Кăçаллăха, чăнах та, йывăрлăхсем пур. Автобуссене тытса тăма бюджетран укçа-тенкĕ уйăрман. Килес çул шута илеççĕ. Мĕншĕн тесен, бензин çеç çулталăкне 80-85 пин тенкĕлĕх кирлĕ. Унсăр пуçне ытти расхучĕсем те пур, шкулсенче юсав ĕçĕсем ирттересси, хутса ăшăтасси, пурлăх енчен пуянлатасси тата ытти те. -Пурлăх тенĕрен, база шкулĕсенче лару- тăру мĕнлерех. -Ку енĕпе аптрамаллах мар. Шкулсене 65 компьютер вырнаçтарнă. 21-шне шкул интернетпа çыхăнтарнă. Çывăх вăхăтра çыхăнăва тата лайăхлатас тĕллевпе спутник антенисем вырнаçтаратпăр. Кăçал çеç района 45 компьютер килнĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш шкулта ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе компьютер класĕ уçăлнă. Вĕрентỹ хатĕрĕсемпе учебниксемпе, çĕнĕ оборудованисемпе тивĕçтересси палăрмаллах лайăхланнă. Унччен республикăри, районти спорт ăмăртăвĕсене, олимпиадăсене каякансене апат çитерме те укçа та çукчĕ, халĕ апла мар. Ĕç укçине те çийĕнчех параççĕ. -Шкул автобусĕпе кирлĕ мар çĕрте усă курмалла мар тенĕччĕ... -Шкул директорĕсем ЧР Министрсен Кабинечĕн Постановленийĕпе çирĕплетнĕ «Чăваш Республикинче вырнаçнă пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенче вĕренекенсене ятарласа турттарассине йĕркелесси çинчен» Положенине тĕпе хурса ĕçлеççĕ. -Çитес çул хăш шкулсене реструктуризацилеме шутлатăр. -Кзылкамышсене Сăкăта илсе çỹремелле тăвасшăн. Кунта ачасен шучĕ пĕчĕк. Хăш-пĕр вăтаммисенчен пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул хăварма тивет. Малашне çĕнĕ оборудованисемпе база шкулĕсене ытларах тивĕçтересшĕн. Пĕлỹ парассипе çитĕнỹсем пур. 585 выпускникран 6-шĕ ылтăн, 20-шĕ кĕмĕл медаль илчĕç. Тăххăрмĕшĕнчи 850 ачаран 65-шĕ вĕренỹ çулне «5» паллăсемпе çеç вĕçлерĕç. 27.11.2002


05 декабря 2002
00:00
Поделиться