Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

В&#277рент&#7929 меслет&#277нчи проект- &ccedilир&#277п п&#277л&#7929 &ccedil&#259лку&ccedil&#277

Çак ятпа иртрĕ Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта директорсен черетлĕ семинар- канашлăвĕ. Шкул ертỹçи Х. Сабитов чи малтанах шкулпа паллаштарчĕ. 12 класс-комплектра 223 ача вĕренет. Вĕсене 25 учитель пĕлỹ парать. Пĕри- аслă категориллĕ, 8-шĕ 1-мĕш квалификациллĕ категори илнĕ. Тăватă вĕрентỹ отличникĕ, пĕри – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Шкул 24 çулта пурĕ 952 ачана вăтам пĕлỹ панă. Вĕсенчен 315-шĕ аслă пĕлỹ илнĕ. 1 наука докторĕ, 2 наука кандидачĕ, 3 полковник, 3 летчик тата нумай-нумай професси илнĕ çак шкул ачисем. Вĕрентỹ меслетĕнчи проектсем çинчен калаçнă май, учительсем çак меслетпе хăйсен урокĕсене çĕнĕлле ирттерни çинче чарăнса тăчĕç. Уйрăмах Р.Арипова физика урокĕсене тарăн пĕлỹ парать. Районта ирттерекен «Çулталăк учителĕ» конкурссене хутшăнса 2 хутчен те малти вырăнсене йышăннă вăл. Унăн вĕренекенĕсем олимпиадăсенче те малти вырăнсене йышăнаççĕ. А.Хафизова вара вырăс чĕлхине юратма вĕрентет. Юлашки çулсенче çак предметпа ачасем ытларах ППЭ тытаççĕ. Вĕсен пĕлĕвĕсем те пурнăç улшăннă май çирĕплденсе, ỹссе пыраççĕ. К. Хакимовапа Р. Фалялдинова кĕçĕн классенче вăй хураççĕ. Пĕчĕкрен тăрăшсан çеç пĕлỹ тĕнчине алла илме май пуррине вĕрентеççĕ. Директорăн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Г.Сабитова директорпа пĕрле шкулта ĕçлеме лайăх условисем тăвассишĕн тăрăшать. Канашлура çавăн пекех, çум докладсемпе А.Пласкин ( Анат Туçа), П. Мулюков (Туçа) тухса калаçрĕç. Хăйсен шкулĕсенче çак енĕпе мĕнле ĕçлени çинсен каласа кăтартрĕç. Вĕрентỹ управленийĕн тĕп специалисчĕ Н. Афанасьев районти спартакиадăсем çинче чарăнса тăчĕ. Чылай шкулсене лайăх енĕпе палăртса хăварчĕ. «Физкультура урокĕсене эрнере 3 хутчен ирттерни ачасен сывлăхне çирĕплетме пулăшать»,- терĕ вăл. Шкулсене автобуссемпе пĕлсе, тирпейлĕ усă курмалли çинчен вĕрентỹ управленийĕн ертỹçи Н.Маллина каларĕ. Алманчă, Патăрьелĕнчи 1-мĕш, Туçа вăтам шкулĕсен директорĕсем автобуссемпе мĕнле усă курни, ачасене илсе çỹренĕ чухне тухса тăракан йывăрлăхсем çинче чарăнса тăчĕ. Семинар- канашлăва Н.Маллина пĕтĕмлетрĕ, умра тăракан задачăсене палăртрĕ.


04 декабря 2002
00:00
Поделиться