Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕсене те кирлĕ

Вĕсене те кирлĕ Çулленех декабрĕн 3-мĕшĕнче Тĕнченри инвалидсен кунне паллă тăвасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. ăна йĕркеллĕ хатĕрленсе ирттерес тĕллевпе райадминистраци пуçлăхĕ Ятарлă йышăну кăларнă, мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Йышăнăва пурнăçлас тĕллевпе инвалидсене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен калакан федераллă саккуна тишкерсе тухни вырăнлă. Кунта ял администрацийĕсе, сывлăх сыхлавçисен, газ, энергетика, топливо,коммуналлă хуçалăхсен ертỹçисен туса çитерменнисем пайтах-ха. Уяв умĕнхи кунсенче инвалидсемпе вĕсен çемйисен пурнăçпа йăла условийĕсене тишкерсе тухмалла. Ун тăрăх нушаллисене адреслă пулăшу памалла. Хальхи вăхăтра «Инвалидсемпе ветерансене панă çăмăллăхсем» тата «Адреслă пулăшу» программăсем тĕлĕшпе те тимлĕн ĕçлени кирлĕ. Инвалидсене пĕлỹ, професси илме, ĕçе вырнаçма тимлĕ Пулăшас тĕлĕшпе ĕçе вырнаçтаракан служба малашне те тăрăшасса шанас килет. Çавна май кашни предприятипе организацире ятарлă квота çирĕплетсен аван. Паллах, инвалидсен свылăх енĕпе лару-тăру йывăртарах. Çавăнпа та вĕсене эмелпе тỹлевсĕр тивĕçтерес енĕпе малашне те кирлĕ мерăсене йышăнсах тăмалла, уйрăмах йывăррисем патне врачсене киле чĕнессине йĕркелемелле. «Çăлкуç» реабилитаци центрĕнче инвалидсем валли вунăкунлăх ирттернине ырламалла çеç. Социаллă хỹтлĕх пайĕ 2003-2005 çулсем валли Патăрьел районĕнчи инвалидсене пулăшмалли программа хатĕрлеме палăртнă. Çакă вĕсен пурнăçне малалла лайăхталтма маă парĕ. Тĕнченри нвалидсен кунне паллă тунă кунсенче те тĕрлĕ мероприятисем ирттерме пăхнă, инвалидсемпе ерỹçĕсем, общественность представителĕсем, вĕренекенсем тĕл пулни, «Чун валли» концертсем, ветерансен çурчĕсенче «Аллуна пар» каçсем, конкурс-выставкăсем, куçа-куçăн калаçнисем, шашака- шахмат турнирĕсем, инвалид- ачасен спорт Фестивалĕсем, тỹлевсĕр тивĕçтерỹсем. Мĕн палăртни инвалидсен пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатма пулăштăр тесе тивĕçлĕ предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертỹçисен мероприятисене кирлĕ шайра ирттерме вăй хумалла.


02 декабря 2002
00:00
Поделиться