2018.12.13 Марина Карягина вулавĕсем
Патăрьел тăрăхĕнче республикипе, çĕр-шывĕпе паллă çыравçă чылай. Вĕсенчен пĕри - Марина Федоровна Карягина.
Çыравçа, тележурналиста сума суса Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта сăвăç чун-чĕреллĕ шкул ачисемпе вĕсен вĕрентекенĕсем «Марина Карягина вулавĕсем» конкурса пуçтарăнчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кăçалхипе тăххăрмĕш хут иртрĕ çак конкурс.
Конкурс пуçланиччен тĕрлĕ шкултан килнĕ ачасемпе вĕрентекенсем шкулпа, вĕренекенсен ал ĕç ăсталăхĕпе, кружок членĕсен сăвви-калавĕсемпе, кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Хăнасене хÿхĕм хĕр ачасемпе сатур ар çын ачасем çăкăр-тăварпа хапăл туса кĕтсе илчĕç.
Мероприятие чыслă лару-тăрура шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Марина Табакова уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Уява пуçтарăннă çынсене шкул директорĕ Алексей Логунов саламларĕ, шкулта пурне те курма хапăл пулнине палăртрĕ. Районти вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Елена Перепелкина уява вĕренекенсемпе вĕсен вĕрентекенĕсем чăтăмсăррăн кĕтнине, конкурса хаваспах хутшăннине каларĕ. Уява пухăннисем поэтессăн биографийĕ, пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ презентаци пăхрĕç, иртнĕ çулсенчи конкурс саманчĕсене видео пăхса киленчĕç, Сергей Сурков музыкант хатĕрленĕ ачасен концертне курса савăнчĕç. Çавăн пекех ентешĕмĕрĕн «Авăнать шур хурăн» сăвви тăрăх кĕвĕленĕ юрă та шăранчĕ залра.
Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансем йышланса пыни, паллах, савăнтарать. Конкурсра вун пилĕк шкултан пухăннă алла яхăн ача тупăшрĕ. Пуçламăш классем хушшинчи çĕнтерÿçĕ – Кивĕ Ахпÿрт шкулĕнче 4 класра вĕренекен Арина Каргина. 5-7 класра вĕренекенсем хушшинче те хĕрÿ тупăшу пулчĕ. Пурте чĕререн, питĕ хавхаланса каларĕç, пĕри тепринчен маттур, хастар. Çĕнтерÿçĕ ята вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 5 класра вĕренекен Арсентий Иванов çĕнсе илме пултарчĕ. 8-9 класра вĕренекенсенчен чи маттурри Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта 8 класра вĕренекен Карина Кошкина пулчĕ.
Хутшăнакансене пурне те дипломсемпе, çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.