Ют чĕлхене кăмăллаççĕ

Çак кунсенче акăлчан чĕлхипе "Хамăр планетăна çăлар" видеороликсен республикăри конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта 6-11 классенче вĕренекен ачасем хутшăннă. Конкурс тĕллевĕ çитĕнекен ăрăва ют чĕлхене вĕренме анлăн явăçтарасси, ăна юратма хăнăхтарасси, шырав-тĕпчев ĕçне пуçăнтарасси пулнă. Тупăшăва пирĕн район ачисем те хутшăннă. Тематикăна анлăн çутатассипе Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекенсем палăрнă, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта пĕлỹ пухакансем - призер.

А. КАПИТОНОВА

Аавнгард



25 января 2022
10:26
Хроника
Поделиться