Юратса пĕрлешекенсем телейлĕ цифрăна суйлаççĕ

ÇЕМЬЕ çавăракан çамрăксем хушшинче тĕрлĕрен шухăшлисем пур. Пĕрисемшĕн районти ЗАГС пайĕнче çырăнма, малашнехи пурнăçа йĕркелеме суйласа илнĕ телейлĕ цифра пĕлтерĕшлĕ, теприсем ун пирки шутламаççĕ те... Ыхра Çырминчи Илнар Тазетдиновпа Гельнефис Камалетдинова та мăшăрлану кунĕ ĕмĕр тăршшĕпе асра юлтăр тесе 2022 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче çырăннă. Çамрăк мăшăра çемье çавăрнă ятпа саламланă май Мăшăрлану керменĕн специалисчĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн саламлă открыткине парнеленĕ, вĕсене çемье телейĕ, юрату, ăнăçу суннă.

Аавнгард



25 января 2022
10:17
2022 год
Поделиться