Социаллă хỹтлĕх центрĕн ĕçченĕсем - ватăсем патĕнче

 ЧĂВАШ Республикин Ĕçлев министерствин Патăрьелĕнчи халăха социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем Çĕнĕ çулччен кулленех 60 çултан аслăрах çынсен килĕсене тухса çỹрерĕç, вĕсене коронавирусран хỹтĕленсе вакцина тутармалли, сывлăха тĕрĕслеттермелли, диспансеризаци тухмалли пирки ăнлантарчĕç. Çав вăхăтрах вĕсем килтен тухса çỹрейменнисен ыйтăвĕ- сене те тивĕçтернĕ: эмелсем, апат-çимĕç кỹрсе панă тата ытти те.

Центр директорĕ Анисия Воробьева хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх çак ĕç кăçал та малалла пырать. Социаллă хỹтлĕх центрĕн сотрудникĕсем кашни кунах тĕрлĕрен яла çитсе аслă çулхисемпе тĕл пулаççĕ, усал чиртен сыхланас тĕллевпе пурнăçламалли йĕркесемпе паллаштараççĕ. Кăçал çеç вĕсем 1100 ытла ватăпа куçа-куçăн калаçнă. Çак кунсенче çеç мобильлĕ ушкăн членĕсем Первомайски ял тăрăхĕнче, Хурама Тварта пулнă, вакцинаци пĕлтерĕшĕ пирки калаçнă.

Авангард



21 января 2022
10:27
2022 год
Поделиться