Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

2020.09.29  Мăшăрсем пирки çичĕ ыйту пулĕ

2021 çулхи апрельте иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ мăшăрсене мĕнле шута илĕ? Чăваш Енре миçе çемье? Ачасене пĕччен çитĕнтерекен нумай-и? Качча тухнă хĕрарăмсем çыравсем вăхăтĕнче мĕне пула авланнă арçынсенчен ытларах палăраççĕ? Шăпах çак ыйтусен хуравĕсене пĕлĕпĕр те Пĕтĕм Раççейри çырав хыççăн.

Пĕтĕм Раççейри çитес халăх çыравĕн листисенче мăшăрсем çичĕ хурав параççĕ: мăшăрланнине регистрациленĕ, регистрацилемесĕр пурăнаççĕ, уйрăлнă, официаллă майпа уйрăлнă, мăшăрĕ вилнĕ, нихăçан та качча кайман е авланман, мăшăрпа пурăнман.

Аса илтеретпĕр, иртнĕ çырав кăтартăвĕсем тăрăх, 16 çул тултарнă тата унтан аслăраххисем республикăра 1041,2 пин çын шутланнă, вăл йышран 474,3 пин арçын тата 566,9 пин хĕрарăм. Мăшăрланнине регистрациленĕ 288 пин арçын тата 290,8 пин хĕрарăм пулнă. 126,6 пин арçын пĕрре те авланман тата 106 пин хĕрарăм пĕрре те качча кайман. Уйрăм пурăнаççĕ тата официаллă майпа уйрăлнисем - 27,4 пин арçын тата 44,8 пин хĕрарăм.

35 çула çитичченхи çамрăк çемьесене илсен, 52,8 проценчĕ ачаллă, 32,9 проценчĕ амăшĕ ачисене пĕччен ỹстерет. Ачисене пĕччен ỹстерекен ашшĕсем - 2,1 процент, ачасăр çемьесем - 12,2 процент.

2010 çулта пĕччен пурăнакан çамрăк амăшĕсенчен 82,2 проценчĕн пĕр ача пулнă, 15,9 проценчĕн - 2, 1,9 проценчĕн виçĕ тата ытларах ача шутланнă. Пĕччен пурăнакан ашшĕсенчен 87,3 проценчĕн пĕр ача, 11,7 проценчĕн - 2, 1 проценчĕн виçĕ тата ытларах ача пулнă.

 Çакă та интереслĕ, хĕрарăмсем, мăшăрланнине официаллă майпа регистрацилемесĕр е урăхла каласан, çырăнмасăр пурăнаççĕ пулин те хăйсене качча кайнă тесе шутлаççĕ. Арçынсем вара ун пек чух хăйсене авланман, теççĕ. Çакнашкал пулăм çыравсем вăхăтĕнче тĕрлĕ çĕршывра палăрать. Экспертсем çавна хĕрарăмпа арçын психологийĕпе шухăшлавĕ тĕрлĕрен пулнипе ăнлантараççĕ.

 Юлашки 10 çулхи улшăнусене Пĕтĕм Раççейри çитес çырав кăтартĕ.

 (Чăвашстат)

АВАНГАРД