Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорт çынна çамрăклатать

Октябрĕн 17-мĕшĕнче районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКра республикăри рок-н-ролл акробатика федерацийĕн "Вĕç! Ĕмĕтлен! Çĕнтер!" социаллă проекчĕпе килĕшỹллĕн семинар иртнĕ. Унта спорт учрежденийĕн рок-н-ролл тренер-преподавателĕсем, вĕрентỹ организацийĕсенчи физкультура учителĕсем, спортăн çак енне кăмăллакансем хутшăннă.

Проекта республикăри экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин пулăшăвĕпе кăçалхи сентябĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçа кĕртме пикеннĕ.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, педагогика наукисен кандидачĕ, республикăри физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, фитнес-аэробика тата рок-н-ролл акробатика федерацийĕн регионти ертỹçи Оксана Вербина хутшăннă.

Светлана Чернова районта физкультурăпа спорта аталантармалли, кашни ỹсĕмри çитĕнекен ăрушăн сывă пурнăç йĕркине тытса пымалли мĕн пур майсем пуррине, çĕнĕ проекта - сайра тĕл пулакан - брейк-данса, хип-хопа, буги-вугие - çул памаллине палăртнă.

Лекци тата мастер-класс вăхăтĕнче Оксана Вербина фитнес-аэробика тата рок-н-ролл акробатика занятийĕсенче усă курмалли сывлăха çирĕплетмелли хатĕрсемпе паллаштарнă.

Рок-н-ролл акробатики - куçăмлă, хевтеллĕ спорт ташши. Вăл ачасене ỹт-пĕве çирĕплетме, çан-çурăма тĕреклетме, ятуллă пулма, кирлĕ пек аталанма май парать.

Район территорийĕнче 2020 çултанпа "Чăваш Республикинчи фитнес-аэробика федерацийĕ" пĕрлешĕвĕн "Фитнесра - аслисем. Вăрăм ĕмĕр пирĕн алăра" гранта тивĕçнĕ проекчĕ пурнăçа кĕрсе пырать. Ăна аслă çулхи çынсем физкультура занятийĕсене анлă явăçса сывă пурнăç йĕркине сарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Мероприятие коронавирус инфекцийĕ сарăласран хỹтĕленсе хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса ирттернĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



22 октября 2021
10:35
Хроника мероприятий
Поделиться