Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Чаршав уçăлсан"

Районти централизациленĕ клуб системин учрежденийĕнче çулталăкăн ăсталăх сезонне уçрĕç. Çак ятпа культура ĕçченĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламларĕ.

- Пандемие пула клубсемпе культура çурчĕсем тулли хăватпа ĕçлесех каймаççĕ. Апла пулин те эсир культура вучахĕсене сỹнме памастăр. Куракансене май килнĕ таран çĕнĕ юрăсемпе савăнтарма майсем тупатăр. Малашне те сцена çинче курасчĕ сире. Куракансем пултарулăхăра хак пама пултарччăр,- терĕ Рудольф Васильевич.

Тăрăшуллă ĕçченсене Р. Селиванов Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Çак чыславра Чăваш Енри "Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма" регионсем хушшинчи конкурсра гран-прие тивĕçнĕ Сăкăтри культура çурчĕн директорĕ Вероника Кузнецова та пулчĕ.

 Унтан сцена çинче ял тăрăхĕсенчи культура ĕçченĕсемпе халăх фольклор ушкăнĕсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Юрăсем чăвашла, вырăсла, тутарла, ирçелле янăрарĕç. Первомайскинчи В. Фролов, Каншелĕнчи В. Верликов, Пăлапуç Пашьелĕнчи З. Степанов, Шăхачри Н. Стефейкин ертсе пыракан ансамбльсем хăйсен пултарулăхне район тулашĕнче те сахал мар кăтартса савăнтарнă. Анчах ватăлаççĕ коллективсем. Йыша çамрăксене явăçтарсан тем пекехчĕ те. Ытти хăш-пĕр коллективсем пирки те çакнах каламалла.

Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕнчи Е. Лисицынапа А. Тарасовара, Тутар Сăкăтĕнчи Р. Низметдиновăра, Чăваш Ишекĕнчи С. Ивановăра, Хирти Пикшикри З. Вахитовăра малашлăх курма пулать.

Çĕньялти, Ишлĕри, Шăнкăртамри, Алманчăри, Сăкăтри, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи культура çурчĕсен ĕçченĕсемпе ташă- юрă ăстисен те пултарулăхĕ пысăк.

 Турханти Г. Салминпа А. Ершова, Пикшик ял тăрăхĕнчи В. Кольцов, Нăрваш Шăхалĕнчи Н. Груздева, Кзыл Чишмари Ф. Сулейманов чуна витермелле юрăпа тухма ỹркенмеççĕ.

 Кивĕ Ахпỹртре нумаях пулмасть "Телей" ансамбль йĕркеленнĕ.

Мероприятие пĕтĕмлетекенни районти централизациленĕ клуб системи çумĕнчи "Ăраскал" ансамбль пулчĕ.

Сцена ăстисене централизациленĕ клуб системин директорĕ Н. Алексеева дипломсем парса хавхалантарчĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



15 октября 2021
10:26
Хроника мероприятий
Поделиться