Фестиваль-конкурс çĕнтерỹçисем

РЕСПУБЛИКĂРА Сăр тата Хусан чиккисене хỹтĕленĕ çĕре хутшăннă строительсене халалласа аслă çулхи çынсемпе ветерансен "Çирĕп пирĕн çунатсем" фестиваль-конкурс иртнĕ. Онлайн мелĕпе йĕркеленĕ тупăшăва хутшăнас текенсенчен Чăваш Енри районсемпе хуласенчен 144 заявка пулнă. Конкурсра пирĕн районти сцена ăстисем те пултарулăх кăтартнă, çичĕ номинацинчен тăваттăшĕнпе хисеплĕ ята тивĕçнĕ. "Хореографи" енĕпе Пăлапуç Пашьелĕнчи "Акăш" ушкăн (ертỹçи Е. Иванова) II степеньлĕ, "Театр" номиаципе Л. Леонтьева режиссер А. Кăлканăн "Анисса" пьесипе хатĕрленĕ спектакль I степеньлĕ, "Художество сăмахĕпе" Патăрьел халăх театрĕн хастарĕ Майя Селендеева II степеньлĕ, "Инструмент кĕвви" номинаципе Пăлапуç Пашьелĕнчи Леонтий тата Анисия Александровсем, Зот тата Нина Степановсем II степеньлĕ лауреатсен ятне çĕнсе илнĕ

Авангард



14 октября 2021
08:43
Хроника мероприятий
Поделиться