Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Паха продукци - тупăш никĕсĕ

Октябрĕн 6-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи "Патриот" паркра "Ылтăн кĕркунне-2021" курав ĕçлеме пикеннĕ. Кунта Раççейри тата чикĕ леш енчи ял хуçалăх тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллашма пулать. Курава Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăнать. Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев аграрисене патшалăх енчен малашне те пулăшу кỹрессе, тĕрев парасса пĕлтернĕ. Кăçал çĕр ĕçченĕсене çăмăл килмен, типĕ тăни тата пăр çуни чылай регионти предприятие шар кỹнĕ. Çухату пысăк пулни хаксене ỹстермелли сăлтав пулмалла мар тесе палăртнă Дмитрий Патрушев министр. "Ылтăн кĕркунне" курава хутшăнакансен йышĕ çулсеренех ỹссе пырать. Вăл выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене, пахча çимĕç çитĕнтерекенсене тата апат-çимĕç продукци хатĕрлекенсене çеç пĕрлештермест, унта пĕтĕмĕшле ял аталанăвне тимлĕх уйăраççĕ.

Чăваш Ен делегацине ертсе пыракан ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ- ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх республикăран курава 40 çынна яхăн, вĕсенчен 26 предприяти ертỹçи хутшăнать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, "Исток" çĕр ĕç фирмин директорĕ Александр Илюткин тата Решид Санзяпов фермер кайнă. Мероприятире 74 тĕрлĕ продукцие конкурссенче пахалĕç, чи лайăххисене медальсемпе чыслĕç. Унсăр пуçне тĕрлĕ предприятипе килĕшỹ çырĕç.

(Хамăр корр.).

Авангард



08 октября 2021
09:56
2021 год
Поделиться