Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кафе-ресторан ĕçченĕсен прививка тутармах тивĕ

РАЙОН центрĕнче обществăлла апатлану предприятийĕсем, кафесем сахал мар. Унта çынсем хырăм выçнине ирттернипе пĕрлех туйсем, юбилейсем, çемье уявĕсем те ирттереççĕ.

Ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кафесене коронавирус сăлтавĕпе ĕçлеме чарас хыпар пулманччĕ-ха. Анчах та çак кунсенче ЧР Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура Улатăр, Комсомольски, Патăрьел районĕсенчи кафе-ресторана хупма пултарни пирки каланă. Сăлтавĕ-обществăлла апатлану предприятийĕнче тăрăшакансем хушшинче ковидпа чирлекенсем нумайланни. Çав вăхăтрах чиртен хỹтĕленсе вакцинациленнисем те сахал-мĕн. Çавăнпа та общепит ĕçченĕсен ку тĕлĕшпе чир малалла сарăласран асăрханас, хăрушлăха сирес тесен вакцина яртарас ĕçе вăйлатмах тивĕ.

Авангард



08 октября 2021
09:48
Публикации
Поделиться