Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районта - «Чăваш Ен ачасене хỹтĕлессишĕн» автокараван

Вăл сентябрĕн 24-мĕшĕнче Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкула çитрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикинчи çул çитмен ачасем йĕрке пăсасран тата асăрхаса тăрас енĕпе ĕçлекен органсемпе учрежденисен представителĕсем, вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисем, вĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем, педагогсемпе психологĕсем, çул çитмен ачасен ашшĕ-амăшĕ, хỹтлĕхе илнĕ опекунĕсем, усрава илнĕ çывăх çыннисем, йывăр лару-тăрура пурăнакан çитĕнекен ăру, районти çул çитмен ачасен ĕçĕсене тата вĕсен прависене хỹтĕлекен комиссинче шутра тăракансем хутшăнчĕç.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова уçрĕ. Район территорийĕнче çакнашкал караван йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех вĕрентỹ министерствин опека, попечительство тата ачасен правине хỹтĕлессин ĕç-хĕлне йĕркелекен сектор заведующийĕ Татьяна Васильева та тухса калаçрĕ.

Çул çитмен ачасене право пĕлĕвĕ парас тата вĕсем йĕркене пăсасран тимлесе тăрас ĕç мĕнле пынипе районти прокурор çумĕ Максим Андреев, районти пушар надзорĕн тата профилактика ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Андрей Тукмаков паллаштарчĕç.

Пленари пайĕ хыççăн автокараван 3 секцинче ĕçлерĕ.

Пĕрремĕш ĕç ушкăнĕнче Лилия Дорофеевăпа Вероника Коробова йывăр шăпаллă, ашшĕ-амăшне улăштаракан, усрава илнĕ ачасен çывăх çыннисемпе калаçу пуçарчĕç. Ачана çемьере сыхласа хăварасси тата вĕсен проблемисем çинче район администрацийĕн çул çитменнисен ĕçĕпе вĕсен прависене хỹтĕлекен пайăн тĕп специалист эксперчĕ Лариса Комиссаровапа опекăпа попечительствăн тĕп специалист эксперчĕ Татьяна Чылыкова чарăнса тăчĕç.

Иккĕмĕш секцире автокараван представителĕ Татьяна Масленникова çул çитмен ачасемпе заняти ирттерчĕ.

Виççĕмĕшĕнче шкул ертỹçисемпе, вĕсен çумĕсемпе, педагог-психологсемпе уçă калаçу иртрĕ.

Раççей Федерацийĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн ертỹçи Николай Яковлев ашшĕ-амăшĕн яваплăхĕ пирки чарăнса тăчĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



01 октября 2021
12:09
Поделиться