Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хваттер туянма е çурт тума - сертификат

Кăçалхи июлĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесен социаллă хăтлăхне лайăхлатасси пирки» хушу кăларчĕ. Еншик ялĕнчи Козловсем шăпах саккунпа килĕшỹллĕн паракан çăмăллăха тивĕçрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов сентябрĕн 28-мĕшĕнче вĕсене 8 тата ытларах ачаллă çемьесене çурт тума е туянма май паракан сертификата пачĕ.

Козловсем 8 ачана кун çути парнеленĕ. Ирина Григорьевна хальхи вăхăтра декрет отпускĕн- че, пепкисене воспитани парассишĕн тимлет. Петр Петрович çĕрпе тăрăшать. Çакна валли вĕсен техника çителĕклĕ. Çемье çавăн пекех картиш тулли выльăх усрать. Килти ĕçсене тума, кĕçĕннисене пăхма шкулта вĕренекен ачисем те нумай пулăшаççĕ.

Сертификатпа Козловсем Шупашкарта хваттер илме палăртаççĕ. Сăмах май, районта çул çитмен 8 ачаллă тата пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатма черете тăнă çемье вĕсем кăна.

Хамёр корр.

Авангард



01 октября 2021
12:13
Хроника мероприятий
Поделиться