Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăваш Ен кубокĕ - Красновра

Хусан хулинче Чăваш Ен кубокне çĕнсе илессишĕн лашасен ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта 15 юртă урхамах хутшăнчĕ. Малтанхи чупăмра лашасем 1600 метр дистанцире ăмăртрĕç. Финала 4ăн тухрĕç. Вĕсен 2400 метра парăнтармалла пулчĕ. Валерий тата Алексей Красновсем тытса пыракан лашасем иккĕшĕнче те лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн шкулĕн директорĕнче вăй хуракан Валерий Егорович дистанцие 3 минут та 3 çеккунтра парăнтарса кубока çĕнсе илчĕ. Алексей Егорович виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

Лаша спорчĕн кăçалхи сезонне октябрь уйăхĕнче Патăрьелĕнче сумлă ăмăртупа хупасшăн.

Н. КРАСНОВ

Авангард



16 сентября 2021
11:33
Хроника мероприятий
Поделиться