Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шкулта илнĕ пĕлỹ - ĕмĕрлĕх

Тутар Сăкăт вăтам шкулĕнче "Хальхи шкул" федераци проектĕнчи "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн савăнăçлă лару-тăрура "Точка роста" центр уçăлнă. Сăмах май, проекта ялти тата хулари пĕлỹ çурчĕсем хушшинчи уйрăмлăха пĕчĕклетес тĕллевпе йĕркеленĕ.

Мероприятие район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ Ирина Рубцова, республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев хутшăннă. Юрий Николаевич çакăн пек центрсем ачасемшĕн те, педагогсемшĕн те, çавăн пекех ашшĕ-амăшĕшĕн те питĕ кирлине, вăл тавракурăма, пĕлĕве аталантарма ытларах майсем туса панине, вĕренекенсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, çĕнĕлĕхсене алла илме пулăшнине каланă.

"Точка роста" центр виçĕ кабинетран тăрать, вĕсенче шкул программипе пĕрлех класс тулашĕнчи ĕçсене те йĕркелеме май пур. Пỹлĕмсенче учительсемпе ачасем хальхи вăхăтри приборсемпе, инструментсемпе, микроскопсемпе, роботехника элеменчĕсемпе усă кураяççĕ.

Гельнур Сабитова шкул директорĕ сăмах илнĕ май пĕлỹ çурчĕсен базисене пуянлатассишĕн, вĕренекенсемшĕн тăрăшнăшăн регион, район ертỹçисене тав сăмахĕ каланă.

Кăçал "Точка роста" центрсем тата виçĕ вăтам шкулта - Туçара, Турханта, Аслă Чементе - уçăлаççĕ. Пĕрне тума кăна пĕр миллион тенке яхăн укçа тăкакланă. Хальхи вăхăтра районта 6 центр ĕçлет.

(Хамăр корр.)

Авангард



07 сентября 2021
09:38
Хроника мероприятий
Поделиться