Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсем çĕнтерỹпе таврăннă

Сентябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче республикипе саланакан "Советская Чувашия" хаçат тĕнчипе паллă ентеше, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ Андриян Николаев летчик-космонавта, çавăн пекех Сăр тата Хусан чиккисенче хỹтĕлев тунисене халалласа çăмăл атлетикăпа эстафета ирттерчĕ. Сăмах май, кăçалхипе ăна 83-мĕш хут йĕркеленĕ. Старта массăллă информаци хатĕрĕнче ĕçлекенсемпе пĕрлех власть органĕнче, организаци-предприятинче вăй хуракансем, вĕренỹ учрежденийĕсенче ăс пухакансем тата ыттисем те хутшăннă.

Эстафетăран спортпа туслă Патăрьел районĕ те айккинче юлман. Тĕп хуларан пушăпа алăпа та таврăнман. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче йĕркеленĕ ăмăртура Патăрьел район администрацийĕн команди пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн студенчĕсем професси илме пулăшакан вĕренỹ учрежденийĕсем хушшинче виççĕмĕш тухнă.

Авангард



07 сентября 2021
09:33
Хроника мероприятий
Поделиться