Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă туни çĕре ỹкмест "

АВАНГАРД" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиал Туçа, Çĕньял ял тăрăхĕсен усă курман çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе сахал мар тăрăшрĕ. Пĕрлех кунта пурăнакансене тĕрлĕ майпа та пулăшать. Аслă Çĕнтерỹ кунĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене сумлать, Ваттисен кунне йĕркеленĕ чухне те айккинче юлмасть. Çавăн пекех ял тăрăхĕсенче вырнаçнă шкулсене пĕрремĕш класа каякансене портфельпе тата канцеляри таварĕсемпе тивĕçтерет. Кăçал та ырă йăлана малалла тăсса сентябрĕн пĕрремĕшĕнче 40 ачана сумкăсем парнеленĕ.

Сăмах май, юлашки шăнкăрав вăхăтĕнче выпускниксене те хавхалантарма май тупать.

Авангард



03 сентября 2021
13:53
Поделиться