Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Алă пусса çирĕплетнĕ

Сентябрĕн пĕрремĕшĕнче Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата Чăваш Республикинчи "Чăваш тата Палестина халăхĕсем хушшинчи туслăхпа килĕшỹ пĕрлĕхĕ" обществăлла организацин регионти президенчĕ Аль-Балауи Фатхи право докторĕ малашне Патăрьел район администрацийĕпе регионти обществăлла организаци пĕрле çыхăну тытасси тата ĕçлесси пирки килĕшỹ çырнă.

Çакă икĕ енлĕ хутшăнусене анлăлатма, упрама, районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине вăйлатма, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май парать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Юхмапа Пăла тăрăхĕ Мордва Республикинчи Атяшево районĕпе, Тутар Республикинчи Çĕпрел, Спас, Пăва районĕсемпе, Крым Республикинчи Бахчисарай районĕпе, Оренбург облаçĕнчи Абдуллински районпа, Пермь район администрацийĕпе тачă çыхăнса ĕçленине, анчах тĕнче шайĕнчи килĕшỹ пĕрремĕш хут çырнине палăртнă. Вăл туслăхăн тата пĕрле вăй хумаллин никĕсĕ пулса тăнине каланă.

Тĕл пулу çавра сĕтел хушшинче вĕçленнĕ. Рудольф Васильевич районăн пурнăçĕ, аталанăвĕ, тĕллевĕсем пирки каласа панă. Çак кунах Патăрьелĕнчи ача-пăча ỹнер шкулĕнче "Палестина Раççей художникĕсен куçĕпе" куçса çỹрекен курав ĕçлеме пуçларĕ. Районта пурăнакансем картинăсем урлă Палестинăри хитре вырăнсемпе, мечĕтсемпе, храмсемпе, унта пурăнакансемпе паллашма пултараççĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Авангард



03 сентября 2021
13:59
2021 год
Поделиться