Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тунă хăтлăха упрамалла, çĕнĕ объекта тирпейлĕ тытмалла

 Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 2019-2021 çулсенче "Пуçару бюджечĕпе обществăлла инфратытăма аталантармалли", "Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене аталантармалли тата хăтлăх кỹмелли, ялти урамсене, нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсене, çуртсемпе социаллă объектсене çыхăнтаракан утма çулсене тирпейлемелли", "Патăрьел район территорийĕнче хула хăтлăхне кĕртмелли" проектсемпе программăсене пурнăçа кĕртес, халăх ыйтăвне тивĕçтерес тĕллевпе сахал мар объект хута кайнă. Анчах та спорт, ача-пăча лапамĕсене, кану вырăнĕсене тирпейлĕ тытса тăрасси, вĕсемпе туллин усă курасси паянхи кун ял тăрăхĕсенче мĕнле пулса пырать-ха?

Çак тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн 2021 çулхи августăн 17-23-мĕшĕсенче район администрацийĕн финанс тата строительствăпа обществăлла инфратытăм пайĕсен сотрудникĕсем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннипе ĕçлĕ тĕрĕслев йĕркеленĕ.

Тĕрĕслев 12 ял тăрăхĕнче - Пăлапуç Пашьел, Патăрьел, Ишлĕ, Пикшик, Ыхра Çырми, Кзыл Чишма, Нăрваш Шăхаль, Первомайски, Сăкăт, Туçа, Тăрăн, Шăнкăртам - иртнĕ. Районта хута кайнă 40 объектран (вĕсенчен 6-шĕ хута кайман) 16-шĕ картиш таврашне хăтлăх кĕртессипе, 5-шĕ кану вырăнĕсем, 19-шĕ ача-пăча тата спорт площадкисем тăвассипе çыхăннă. Пурте ял инфратытăмне çĕнетме пулăшакан, халăх ыйтăвне тивĕçтерекен проектсем.

Çакна палăртса хăвармалла. Ĕçлĕ тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕ савăнтармасть. Пăлапуç Пашьел (ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Никитин), Ишлĕ (В.Краснов), Нăрваш Шăхаль (Н.Раськин), Первомайски (В.Федоров) ял тăрăхĕсенче юлашки икĕ çулта тĕрлĕрен программăпа хута кайнă объектсене пăхса, тытса тăрас тĕлĕшпе асăрхаттарусем çук. Çав вăхăтрах Пикшик (ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Краснов), Туçа (К. Углев) ял тăрăхĕсенче туяннă ача-пăча тата спорт оборудованийĕсене (Пикшик ял тăрăхĕнче 3 объект 300 пин тенкĕлĕх, Туçара 1 объект 100 пин тенкĕлĕх) тухăçлă усă курманни палăрнă.

Обществăлла вырăна, ача-пăча тата спорт лапамĕсене тытса тăрассипе те çитменлĕхсем пур. Акă, Пикшикре (В. Краснов), Туçара (К. Углев), Шăнкăртамра (М. Валитов) тĕрĕсленĕ объексенче çум курăк хуçаланнă; Патăрьел (Н. Ялуков) тата Шăнкăртам ял тăрăхĕсенчи çỹп-çап контейнерĕсене ача-пăча лапамĕсенчен 20 метртан та çывăх вырнаçтарнă; Сăкăтра (Л. Чернов) тăпраса çирĕплетнĕ тĕрев сиенленнĕ; Ыхра Çырминче (Ф. Алиуллов), Кзыл Чишмара ( Р. Камалов), Туçара, Шăнкăртамра ача-пăча лапамĕсенчи хатĕрсем çĕмĕрĕлнĕ; Патăрьелĕнчи, Туçари, Шăнкăртамри объектсен территорийĕсенче çỹп-çапа пуçтарман; Пикшикри, Патăрьелĕнчи, Кзыл Чишмари, Туçари, Тăрăнти (Н. Рубцов) лапамсенчи участоксенче тĕрĕслев вăхăтĕнче хăйăр пулман; Патăрьелĕнчи тата Шăнкăртамри ача-пăча тата спорт лапамĕнчи резина сийĕ сиенленнĕ.

Çакна та палăртса хăварас килет. Тĕрĕсленĕ объектсенчи хăш-пĕр куçа тăрăнакан çитменлĕхсене пĕтерме пысăк укçа-тенкĕ те, хăватлă техника та, йышлă халăх та кирлĕ мар. Хăтлăха тытса тăма, упрама е унти çỹп-çапа вăхăтра пуçтарма, хыт-хурана çулма ĕçе вăхăтра йĕркелени те çителĕклĕ. Пĕчĕк ыйту проблемăна ан çăврăнтăр тесен вырăнти влаçăнах пуриншĕн те явап тытма тивет. Çав вăхăтрах ял çыннисен те тунă хăтлăха упрамалла, тирпейлĕ тытмалла, ватса-çĕмĕрсе пĕтермелле мар. Рейд палăртнă çитменлĕхсене вырăнсенче еплерех татса панине сентябрĕн 6-мĕшĕ хыççăн (тепĕр хут тĕрĕслеççĕ) хаçат вулаканĕсене тепĕр хут паллаштарăпăр.

А. ЕГОРОВА

Авангард



27 августа 2021
10:22
Хроника мероприятий
Поделиться