Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорт комплексне ваттисем те хаваспах çỹреççĕ

 ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче ачасемпе çамрăксем çеç мар, аслă çулхи çынсем те тренажер, фитнес-аэробика залĕсенче хусканусем туса, бассейнра ишсе сывлăхне çирĕплетеççĕ, вăй-хал пухаççĕ. Кашни кĕçнерникунах кунта ирхине 8 сехетре Владимир Карягин ертсе пыракан "Сывлăх" ушкăн пуçтарăнать. 60 çултан аслăрах хĕрарăмсем (шел, арçынсем сахал) бассейнра ишеççĕ. Юлашки вăхăтра Татьяна Торговцева тренер-преподаватель ертсе пыракан аслă çулхи хĕрарăмсен "Оптимисты" фитнес-аэробика ушкăнне те час-часах тренировкăсенче курма пулать.

Сăмах май каласан, республикăри фитнес-аэробика призерĕсем Физкультурник кунĕнче Патăрьелĕчи "Паттăр" стадионта хăйсен пултарулăхĕн пĕр пайне кăтартрĕç. Татьяна Валерьевна хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх Ваттисен кунне вĕсем ятарлă программа хатĕрлесшĕн.

Авангард



27 августа 2021
10:16
Хроника мероприятий
Поделиться