Шкул тумĕпе тивĕçтерчĕç

"Ачасен ячĕпе, ачасемшĕн" ыр кăмăллăх марафонĕнче пуçтарăннă укçа-тенкĕн пĕр пайĕпе усă курса Патăрьелĕнчи бизнес-инкубатор конференц-залĕнче районта йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесенчи 25 вĕренекене шкул тумĕ парса хавхалантарчĕç.

Çĕнĕ те капăр шкул тумĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов парнелерĕ, пурне те вĕренỹ çулне пысăк хавхаланупа, çĕнĕ çитĕнỹпе ирттерсе яма ăнăçу сунчĕ. Çакна палăртса хăвармалла. 2021 çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи организаципе предприятисен коллективĕсем ыр кăмăллăх марафонне хутшăнса 296 пин тенкĕ укçа хывнă. Пухмачри нухрат вĕрентỹ учрежденийĕсен пурлăх базине çирĕплетме, сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесене, сусăр ачасене пулăшма каять.

Хаклав Нина Николаева, Нăрваш Шăхаль ялĕ, виçĕ ача амăшĕ:

- Районта çакнашкал ырă та пархатарлă ĕçе йĕркеленĕшĕн, пирĕн ачасене шкул тумне туянса панăшăн чун-чĕререн тав сăмахĕ каласшăн. Çакă пирĕншĕн питĕ пысăк пулăшу.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



27 августа 2021
10:20
2021 год
Поделиться