Районти Общество канашĕн председателĕ - ĕçлĕ тĕл пулусенче

 ÇАК кунсенче çеç районти Общество канашĕн председателĕ Анатолий Самакин район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулса районта пĕрлехи вăйпа татса памалли ыйтусене хускатнăччĕ. Августăн 24-мĕшĕнче Анатолий Дмитриевич Чăваш Ен Пуçлăхĕн çумĕнчи Общество канашĕн председателĕпе Наталия Партасовăпа тĕл пулнă, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи обществăлла организацин ĕçĕпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарнă.

Ĕçлĕ тĕл пулу вăхăтĕнчех республикăри тата муниципалитетсенчи Общество канашĕсен пĕлтерĕшĕ, вĕсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплес ыйтусене те хускатнă. Сăмах май каласан, çывăх вăхăтра ирттерме палăртнă семинар-канашлура Патăрьел районĕнчи Общество канашне иккĕмĕш тапхăр ертсе пыракан А. Самакинăн ĕç опычĕпе паллашас ыйтăва та кĕртнĕ.

Авангард



27 августа 2021
10:13
Хроника
Поделиться