Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кзыл Чишмари ватăсем коронавирусран сыхланаççĕ

СЫХЛАНАКАНА Турă та сыхлать теççĕ. Коронавирус пандемийĕ тапхăрĕнче çак ваттисен сăмахĕ пушшех те вырăнлă тесшĕн. Юлашки вăхăтра ватăсем те, çамрăксем те çак усал чиртен асăрханас тĕллевпе организма вакцина яртараççĕ. Раççейĕн хисеплĕ донорĕ, Кзыл Чишмари 79 çулхи Дания Сафина маларах çак усал серепине лекнĕрен, нумай пулмасть укол тутарнă. Хисеплĕ пенсионерка, ĕç ветеранĕ икĕ прививкăна та ăнăçлă ирттерсе янине çирĕплетет.

Сăмах май каласан, çак ялти ваттисемпе инвалидсен çуртĕнче пурăнакансем те пурте вакцина яртарнă. Нумай пулмасть çеç Арслан тата Хальберия Салимгереевсем, Минуллапа Зельфия Ариповсем мăшăрпах СОVID-19 чирĕнчен хỹтĕленсе прививка тутарнă. 70 урлă каçнă пенсионерсем пурте хăйсене лайăх туяççĕ.

Авангард



27 августа 2021
10:16
Публикации
Поделиться