Ачасен çитĕнĕвĕнче - учительсен тăрăшулăхĕ

Районти учительсен вĕренỹ çулĕ умĕн çулленех йĕркелекен конференцийĕ августăн 25-мĕшĕнче "Кашни ачан çитĕнỹ çулĕ" ятпа иртрĕ.

Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева, район пуçлăхĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев, "Чăвашгосснаб" пĕрлешĕвĕн директорĕ Валерий Антонов, учительсемпе ача сачĕсенче тăрăшакансем тата педагог-ветерансем хутшăнчĕç.

Конференци пуçланас умĕн мероприятие хутшăнакансем ятарласа йĕркеленĕ "Çитĕнỹ территорийĕ" лапама çитсе курчĕç, ачасен пултарулăхĕпе паллашрĕç. Акă, Патăрьелĕнчи "Юмах" ача садне çỹрекенсем пĕчĕк лабораторинче воспитательсем пулăшнипе опытсем ирттерме хăнăхаççĕ. Ача-пăча искусство шкулĕнче ăс пухакансем музыка инструменчĕсемпе кĕвĕ калама, ỹкерме юратакансем çут çанталăк илемне хут çине куçарма вĕренеççĕ.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсенче вĕренекенсем робототехника кружокне кăмăллаççĕ, тĕрлĕ япала ăсталаççĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул базинче 2017 çулта агрокласс йĕркеленĕ. Малашлăхне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма тĕллев тытнă ачасем çỹреççĕ унта. Чăваш патшалăх аграри университечĕпе тачă çыхăну тытаççĕ, çакна аслă шкулăн ректорĕ Андрей Макушев та çирĕплетрĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаевăпа тĕл пулнă май вăл çамрăксене пăшăрхантаракан ыйтусене хускатрĕ.

Республикăра кăçалхи çула Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тунă çĕре хутшăннисене халалланă, çавна май Геннадий Айхи ячĕллĕ Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта ăс пухакансем вăл вăхăтри йывăр вăхăта кăтартса пачĕç.

Педагогсен конференцине район пуçлăхĕ Николай Тинюков уçрĕ, пурне те ăшшăн саламланă май учительсен ĕçĕ хисеплĕ те пархатарлă пулнине асăнчĕ, çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче пурне те ăнăçу сунчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов сăмах илнĕ май вĕренỹ сферине район бюджечĕн тăкакĕн 60 процент ытларах тивнине, Патăрьел районĕн 2025 çулчченхи комплекслă аталанăвĕн программипе килĕшỹллĕн 12 ял тăрăхĕнче 24 проекта пурнăçа кĕртме палăртнине пĕлтерчĕ.

 ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева тухса калаçнă май Патăрьел районĕнче ачасене вĕренме, малалла аталанма тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшнине палăртрĕ. Тĕп тĕллевре Чăваш Енри ĕç рынокĕнче кирлĕ професси валли кадрсем хатĕрлеме профиллĕ классем тăвасси пулнине те каларĕ. Хальхи вăхăтра электротехника кластерĕнче, машина тăвакан çĕрте, IT сферинче, медицинăра, вĕрентỹре, аграринче специалистсем çитмеççĕ. Алла Салаева район ял хуçалăхĕнче кирлĕ специалистсене хатĕрлессипе ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулма пултарнине те пĕлтерчĕ.

- Патăрьел районĕнче агрокласспа, техникумпа тата аграри университечĕпе пĕр-пĕрин хушшинче йĕркеленĕ çыхăну - вĕрентỹри чи ăнăçлă тĕслĕхсенчен пĕри. Шăпах çакăн патне пырать те ĕнтĕ республикăри вĕрентỹ сфери, - терĕ Алла Леонидовна. Унăн сăмахне аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев çирĕплетсе аграри класĕнче ăс пухнă кашни виççĕмĕш выпускник хăйсем патне вĕренме кĕнине каларĕ.

Тĕп докладпа район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова паллаштарчĕ.

 Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче парта хушшине 4143 ача ларать, 414-шĕ - пĕрремĕш класа каякансем. Вĕсем тулли пĕлỹ илччĕр, аталанччăр, тĕрĕс професси суйласа илччĕр, çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе шкулсенче сахал мар тăрăшаççĕ. Ача сачĕсенче те ку ыйтăва тимлĕх уйăраççĕ.

Паяна районта шкул çулне çитменнисем валли 11 учреждени, пĕр пуçламăш шкул-ача сачĕ, вĕренỹн 12 организацинче шкул çулне çитменнисен 20 ушкăнĕ пур. Вĕсене 1561 ача е 1-7 çултисен 94 проценчĕ çỹрет.

 Пăшăрхантаракан ыйтусем те пур-ха. Экспертсем çамрăк ачасен эмоци интеллекчĕ начартарах аталаннине, тантăшĕсемпе хутшăнусем йĕркелейменнине калаççĕ. Çулсерен сасăсене тĕрĕс кăларайман, сăмах пуххи чухăн шăпăрлансем нумайланса пыраççĕ. Ача сачĕсенче логопедсем, дефектологсем тата ытларах кирлĕ. Паяна вĕсем тăваттă кăна-ха.

Пултаруллă ачасемпе ĕçлесси вĕрентỹ системин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шутланса тăрать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕпе тĕрлĕ шайри олимпиадăра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ăс пухакансем призлă 56 вырăна çĕнсе илнĕ. Çакăнта учительсен тỹпи питĕ пысăк.

2021 çулта Патăрьел районĕн историйĕнче пĕрремĕш хут волейболистсен команди (тренерĕ Д. Сегов) республикăра çĕнтерчĕ. Вĕсемех республикăри шкул волейбол лигин чемпионатĕнче Суперкубока тивĕçрĕç. Хĕрсен команди те (Ю. Васюткин) асăннă чемпионатра пĕрремĕш вырăна тухнă.

Ачасене аталанма "Точка роста" центрсем те нумай пулăшаççĕ. Кăçал вĕсем тата тăватă шкулта уçăлаççĕ, пурĕ вара 10 пулать.

 Ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ парассишĕн 505 педагог вăй хурать. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче вĕсен ретне çамрăк çичĕ учитель хутшăнчĕ. Пĕрех матеметиксем, физиксем, акăлчан чĕлхине вĕрентекенсем çитмеççĕ. Кадр ыйтăвĕпе ĕçлемелĕх пур.

Ирина Рубцова тĕрлĕ шайри конкурсра палăрнă учительсемпе воспитательсене те асăнса хăварчĕ, пурне те ăнăçу, сывлăх сунчĕ.

Конференцинче Раççей, республика, район шайĕнчи наградăсене тивĕçнисене, район администрацийĕн пуçлăхĕн стипедине ку вĕренỹ çулĕнче илсе тăракансене чысларĕç. Кайран пурте пĕрле районти культурăпа кану центрĕн тата "Çăлкуç" ансамблĕн артисчĕсен юррисене итлесе савăнчĕç.

О. ПАВЛОВА

Авангард



27 августа 2021
10:19
Хроника мероприятий
Поделиться