Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кăвак тĕтĕм кĕркунне палли çеç мар...

 КĔРКУННЕ çывхарса пыни палăрма пуçларĕ. Хальхи вăхăтра район центрĕнче çеç мар, ытти ялта та каçсерен тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланнине асăрхама пулать. Çынсем пахча çимĕçе пуçтарса кĕртсе пынă май аврисене, тунисене çунтараççĕ. Çак сывлăша вара хамăрах сывлатпăр, ỹпкесене сиенлетпĕр, тавралăха сĕрĕмпе варалатпăр. Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çулсеренех çакнашкал "пушар" тăвакансене саккунпа айăплаççĕ, штраф та параççĕ. Çавăнпа та анкартинчи çимĕçсен аврисене çунтарма юрамасть. Вĕсемпе хытă каяш пуçтаракан çỹп-çап контейнерĕсене те тултарса хумалла мар! Пахча хыçне тирпейлĕн купаласа хурар та пĕр-икĕ çултан тислĕк вырăнне усă курар.

Авангард



24 августа 2021
11:39
2021 год
Поделиться