Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

90 çулхи юбилей ячĕпе саламлатпăр

90 çулхи юбилей ячĕпе саламлатпăр

Нǎрваш-Шǎхаль ялĕнче пурăнакан Марфа Александровна  Мулендеева 2021 ҫулхи ҫурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче 90 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Нǎрваш-Шǎхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Раськин çуралнă кун ячĕпе саламласа ырлăх, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх   сунса тав çырăвĕпе чысларĕ.

Марфа Александровна хресчен ҫемйинче ҫуралнă: Николаевсен ҫичĕ ачинчен вăл виҫҫĕмĕш пулнă. 7-мĕш класс пĕтернĕ хыҫҫăн колхоза ĕҫлеме вырнаҫнă- тырă вырнă, пучах пуҫтарнă, ҫум ҫумланă. Ҫамрăк пулнă, темĕнле йывăрлăха та чăтса ирттернĕ, лашапа та ҫӳренĕ.

Вăрҫă вăхăтĕнче Эйпеҫе вăрман касма ҫуран ҫӳренĕ, торф тиеме те кайнă. Нăрваш-Шăхаль ялĕнче культура ҫуртне купаланă ҫĕртре вăй хунă. Колхозри пĕр ĕҫрен те юлман.

1954-мĕш ҫулта Марфа Александровна шăпине хăйсен ялĕн каччипе, Иван Александровичпа ҫыхăнтарнă. Ҫемйере ҫултан-ҫул йыш хушăннă: икĕ ывăлпа виҫĕ хĕре кун ҫути кăтартнă. Пиллĕкĕшĕ те тивĕҫлĕ ҫынсем пулса тăнă.

Марфа Александровна хальхи вăхăтра Вера ятлă хĕрĕпе ялта пурăнать,  9 мăнукĕпе тата 16 мăнукĕсен ачисемпе савăнать.

Ĕҫре хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе палăрнăшăн нумай медале, «Ĕҫ ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕҫнĕ.

Марфа Александровна Мулендеевăна 90 ҫулхи сумлă юбилей ячĕпе чун-чĕререн чи ырă туйăмсемпе ăшшăн саламлатпăр. Юман пек ҫирĕп-сывлăх, чун канăҫлăхĕпе лăпкăлăх сунатпăр.



23 августа 2021
16:54
2021 год,
2021 год
Поделиться