Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ача-пăча лапамĕ сывлăха хавшама памĕ

Августăн 12-мĕшĕнче Пăлапуç Пашьелĕнчи ватти-вĕтти тенĕ пек ял варринчи чиркĕве хирĕç (çул урлă çеç) вырнаçнă тин терех çеç туса пĕтернĕ ача-пăча лапамне пуçтарăнчĕ. "Юмах тĕнчи" спорт картишĕ малашне шăпăрлансемшĕн çеç мар, аслисемшĕн те юратнă вырăн пулса тăрĕ.

Кунта ачасем валли çаврăнса ярăнмалли хатĕр, кукăр-макăр çулпа шуса анмалли ту, чуччу тата ыттине те вырнаçтарнă. Лапамрах шашка-шахматла выляма, тĕрлĕрен физкультура снарячĕ çинче хусканусем тума, туртăнма, алă вăйне виçме пулать. Ачисемпе мăнукĕсене сăнаса ларакансем е ятарласа канма килекенсем валли лапама тăватă сак вырнаçтарнă. Иртнĕ эрнере Пăлапуç Пашьелĕнче ачасемпе çамрăксен сывлăхне тĕреклетме, вăй-хала ỹстерме, кăмăл-туйăмне хăпартлантарма пулăшакан лапам ял тăрăхне хăтлăх кĕртмелли республика программипе килĕшỹллĕн хута кайрĕ. Мĕн пур ĕçе кĕске вăхăтра (уйăх ытла ĕçленĕ) тата тăрăшса пурнăçлакансем - Валерий Рубцов ертсе пыракан "ЭНИГМА" пĕрлешỹ. Ку тĕлĕшпе вĕсен опычĕ çителĕклĕ. Патăрьелĕнче тата ытти ялта ача-пăча лапамĕсене тăвакансем шăпах вĕсем.

 Пăлапуç Пашьелĕнчи ача-пăча лапамне сумлă лару-тăрура уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков, "Чăвашгосснаб" пĕрлешỹ директорĕ Валерий Антонов, ял-йыш, ачасем хутшăнчĕç. Тухса калаçакансем ял тăрăхĕ яла хăтлăх кỹрес тĕллевпе республика программисене хастар хутшăннине, власть халăхпа пĕрле ăнланса ĕçленине, ял аталанăвĕшĕн депутатсемпе уйрăм хастарсен тăрăшулăхне, пĕрлĕхре çеç вăй пулнине палăртса хăварчĕç. "Пăлапуç Пашьелсемшĕн çак лапам малашне Олимпиадăсене хутшăнма хатĕрленме старт паракан хăтлă вырăн пултăр. Ачасем те, аслисем те, спортсменсем те çак вырăнта кăмăлтан хăйсен сывлăхне çирĕплетессе шанатăп",- терĕ Олег Мешков ентешĕсене ырă сунса.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ял тăрăхĕсене хăтлăх кĕртмелли 139-мĕш указĕпе килĕшỹллĕн тунă ача-пăча лапамĕ 3 миллион та 600 пин тенке ларнă. Вĕсенчен 150 пин тенкине вырăнти бюджет укçине усă курнă, ытти вара республика хыснинчен. Саккунпа килĕшỹллĕн ял халăхне тивекен пая Олег Мешков хăй çине илнĕ.

 - Ял илемĕшĕн, хăтлăхĕшĕн тăрăшакан ял тăрăхĕсене яланах алă тăсатпăр. Районта кăçал пилĕк ял тăрăхĕнче 28 миллион текĕлĕх çакнашкал хăтлă лапамсем хута каймалла. Патшалăх ачасен аталанăвĕшĕн, ял çыннин пурнăçне лайăхлатассишĕн сĕнекен программăсене эпир вырăнта туллин усă курма тăрăшатпăр,- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Пăлапуç Пашьелсен савăнăçне пĕрле пайланă май.

А. ЕГОРОВА

Хаклав

 Вероника СТЕПАНОВА, вĕрентекен, пилĕк ача амăшĕ:

- Ял халăхĕшĕн çак лапам питĕ пысăк парне пулчĕ. Ял варринче, çул хĕрринче вырнаçнă спорт картишĕнче сывлăха çирĕплетме мĕн пур услови çителĕклĕ. Пархатарлă ĕçшĕн тав сăмахĕ каламасăр май çук. Шанас килет, ашшĕ-амăшĕшĕн те çак вырăн усăллă канупа çеç çыхăнĕ.

Авангард



17 августа 2021
13:37
2021 год
Поделиться