Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юхмапа Пăла тăрăхĕ кăтартуллисен йышĕнче

 КĂÇАЛХИ çур çулта республикăри ЗАГС органĕсенче 2115 çамрăк мăшăра çемье çавăрнă ятпа саламланă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан Чăваш Енре 509 çемье хутшăннă.

Районсемпе илес пулсан 2021 çулхи ултă уйăхра Шупашкар районĕ ку тĕлĕшпе чи кăтартулли. Унта 103 каччăпа хĕре саккунлă майпа регистрациленĕ. Вĕсем хыççăн çемье çавăрассипе Юхмапа Пăла тăрăхĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Пирĕн районта асăннă тапхăрта Мăшăрлану керменĕнче 78 çамрăка телейлĕ те тату пурнăç сунса пил панă, çак ятпа вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн салам çырăвне çитернĕ.

Авангард



23 июля 2021
09:45
2021 год
Поделиться