Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вырмана вăхăтра тата кăлтăксăр ирттересчĕ

 Тыр-пул пуçтаракан, выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлекен комбайнсен юсавлăхне палăртнă графикпа килĕшỹллĕн пăхса тухасси çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Комисси членĕсем çак кунсенче

 "Батыревский" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕнче, "Корма" тата "Исток" çĕр ĕç фирмисенче, Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕнче, улма-çырла питомникĕнче техникăсен регистраци докуменчĕсем пуррине, руль управленийĕ, тормоз системи, сигнал паракан, çутатакан хатĕрсен юсавлăхне тата ыттисене те тĕрĕслерĕç. Çавăн пекех вĕсене йĕтемсемпе тырă хранилищисем çĕнĕ тухăçа йышăнма хатĕр пулни те кăсăклантарчĕ.

Тырă типĕтекен, сортировка тăвакан агрегатсен юсавлăхĕ те тимлĕхре пулчĕ. "Батыревский" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1100 гектар çитĕнтернĕ. Вăл шутра 252-шĕ - кĕрхи тулă. Вырмана 3 комбайн хутшăнать. Штурвал умĕнче - ăста специалистсем. В. Краснов, Н.Викторов, Г.Ялуков техникăна юсавлисен ретне лартнă. Вут-çулăма сỹнтерекен хатĕрсем пур. Тырă кĕртмелли 3 склада тасатса тирпейленĕ. Çĕнĕ тухăçа алласа типĕтмелли агрегата юсанă.

- КЗСсăр эпир алăсăр пекех. Ĕлĕкрех йĕтемре 50-60 çын ĕçленĕ пулсан, паян 6 çынпах ĕлкĕрсе пыратпăр. Тыр-пула пухса кĕртме сывлăх пултăр, вăй-хăват çиттĕр, техника кăлтăксăр ĕçлетĕр,- тет агрегата ĕçлеттерекен В.Арланов. Виçе хуçалăхĕ те юсавлă.

 - Техника та, йĕтем те хатĕр пирĕн. Тырра сортировка тăвакан агрегат 3 фракципе кăларать. Çакă лайăх. Çĕнĕскер вăл. Кĕрхи культурăсем çинче кăштах çум курăк пур. Пиçен вăррисене уйăрмасан вăл тырра нỹрлентерме пăхать. Ĕç аллисене малашне те техникăпа улăштарса пырасшăн. Тухăç илес тесен укçа-тенкĕ тăкакламасăр пулмасть. Гербицид сапакан агрегат илтĕмĕр. 17 миллион тенкĕлĕх шăваракан установкăна çĕрулми тата севок анисене вырнаçтартăмăр. Кăçал çумăр çуса савăнтармарĕ. Кĕрхи культурăсем те çавăнпа кĕтнĕ тухăçа памаççĕ. "Марафон" сорт элита тулă акнăччĕ. Гектартан 20 центнер ытларах çеç тухрĕ,- тет çурхи тырăсен тухăçĕ пысăкрах пуласса шанса "Корма" çĕр ĕç фирмин ертỹçи И.Владимиров.

 Улма-çырла питомникĕнче пĕр комбайна пухса çапмалăх çĕр лаптăкĕ çителĕклех. Тыр-пул пиçсе çитейменнине палăртрĕç специалистсем. Хăш-пĕр ытти асăрхаттару та пулчĕ.

"Исток" çĕр ĕç фирминче 5 комбайн паян тесен паян уй-хире тухма хатĕр ларать. Çĕнĕ техника туяннăран ĕç калăпăшĕ кăштах чакнă. Вырмана хутшăнакансемпе инструктаж ирттернĕ. Тỹлевĕ тивĕçтерет комбайнерсене. Вĕсен кăмăлне хăварни нихăçан та пулман кунта.

Электронлă çĕнĕ автовиçе вырнаçтарнă. Складсене хими препарачĕсемпе пĕрĕхтернĕ. Кашни культурăна сортне кура кĕртме пỹлĕмсем хатĕрленĕ. Ĕлĕкхи сортировкăсемпе усă курасшăн мар. 5 блоклă КЗСа пуçтарса пĕтернĕпе пĕрех. Йĕтем çинче хĕрарăмсен бригади ĕçлет. –

 Элита вăрлăх акнă пулин те кĕтнĕ тухăç илсе пулаймасть пулмалла кăçал. Çумăр пачах та çумарĕ. Ытти чăрмантаракан сăлтавсем çук пирĕн,- тет фермер хуçалăхĕн ертỹçи Р.Санзяпов.

- Кĕрхи культурăсен никĕсне кăçал та хывасшăн. Вăрлăх пур. Удобрени çителĕклĕ таран кỹрсе килетпĕр.

Тĕрĕслеве Ыхра Çырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ф.Алиуллов та хутшăнчĕ. Фермер хуçалăхĕн ертỹçи Р.Санзяпов вырма ыйтăвĕпе сăмах пуçарнă май вырăнта ĕç вырăнĕсем йĕркелесен, социаллă объектсем çĕклесен ял малашлăхĕ пуррине палăртрĕ.

Ĕç капланать утă уйăхĕнче. Вырмапа пĕрлех выльăх апачĕ те хатĕрлемелле. Пушаннă анасене сухаламалла. Кашнийĕн хăйĕн вăхăчĕ. Кирек хăшне те пĕр кăлтăксăр пурнăçлама тăрăшасчĕ.

Рейд бригади: С.Моисеева, район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалисчĕ. И. Васильев, Патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ. А.Астраханцева

Авангард



20 июля 2021
09:03
Публикации
Поделиться