Решит Санзяпов фермер - аграрие хỹтĕлекен ролик паттăрĕ

СОЦИАЛЛĂ сетьре Россельхозбанк вырăнта туса кăларакан ял хуçалăх продукчĕсене халăх хушшинче сарас тĕллевпе йĕркеленĕ кампани пырать. Акцие çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан фермерсем çеç мар, артистсемпе писательсем, спортсменсемпе блогерсем, ытти сферăра тăрăшакансем те хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем пурте хăйсен роликĕсенче вырăнта туса кăларакан усăллă апат-çимĕçĕн пахалăхне ĕнентереççĕ, каласа параççĕ.

 Çак акцие пирĕн районти Ыхра Çырминчи фермер хуçалăхĕн ертỹçи Решит Санзяпов хутшăннă. Вăл - аграрие хỹтĕлекен ролик паттăрĕ. Сăмах май каласан, унăн хуçалăхĕнче вуншар тĕрлĕ сĕт тата аш-какай продукчĕ туса кăлараççĕ. Фермер ял хуçалăх продукчĕсем çитĕнтерес, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас тĕлĕшпе те курăмлă çитĕнỹ туса пырать.

Авангард



20 июля 2021
08:58
Поделиться