Пĕчĕк ушкăнпа ирттермелле

 Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ сарăлнипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ кăткăсран Шăнкăртамри "Муслим" мечĕт комплексĕн хăна çуртĕнче "çавра сĕтел" йĕркеленĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, республикăри потребительсен прависене тата çынсен сывлăхне хỹтĕлекен сферăри федераци службин территори пайĕн начальникĕ Оксана Такмакова, Чăваш Енри мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, районти Общество канашĕн членĕ Мансур Хайбуллов, прихутсенчи имамсем хутшăннă.

Калаçура республикăри, çав шутра районти пандеми лару-тăрăвне хускатнă. Мăсăльман тĕнĕн тĕп уявĕ - Курбан-Байрам - пуçланнăран (вăл 4 куна тăсăлать) мероприятисене пĕчĕк ушкăнпа, санитари правилисене тĕпе хурса йĕркелеме сĕннĕ. Масар çине те йышлăн каймалла маррине палăртнă.

А. ИВАНОВА

Авангард



20 июля 2021
08:54
2021 год,
Публикации
Поделиться