Шывăн турачĕ çук

Çуллахи шăрăх кунсем чылайăшне шыв хĕррине кайма илентереççĕ. Ун пек чухне çан-çурăма уçăлтарас, ишсе киленес туртăм пурин те пысăк. Çапах та пĕвепе юхан шыв хăйсен илемĕпе тыткăнланипе пĕрлех кашнийĕн умне хăрушлăх та кăларса тăратать. Шывра асăрханмалли йĕркесене пăхăнмасан инкеке çакланма та, пурнăçа вăхăтсăр татма та пулать. Шел пулин те кăçал республикăра çине-çинех путса вилнĕ тĕслĕхсем пулчĕç.

Çакнашкал инкек сăлтавне тишкернĕ май, ытларах чухне çынсем ятарлă мар вырăнта шыва кĕни, ишме, хăйĕн вăйне тĕрĕс хаклама пĕлменни тĕп вырăнта пулнине палăртмалла. Çул çитмен ачасем ытларах ишме пĕлменрен, аслисем ỹсĕрле шывра путаççĕ. Ишме пĕлекенсем хушшинче те инкеке çакланакансем чылай. Хăшĕ-пĕри юлташĕсенчен ăстарах тата инçерех ишме пултарнине ĕнентерес тĕллевпе çырантан инçе ишсе кĕрсе каяççĕ. Çавăн пек теветкеленнипе вĕсем хăйсемшĕн те, пĕрле кайнă юлташĕсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Лайăх пĕлмен тата шыва кĕме юраман вырăнсенче, шыв тĕпĕнче туратсем, шĕвĕр чулсем, çĕмрĕк кĕленчесем тата ытти те пулма пултарать. Вĕсем çине ăнсăртран тăрăнни те сывлăхшăн, пурнăçшăн хăрушă. Инкекрен кашнийĕн асăрханмалла. Шыва пĕччен кĕни те пысăк теветкеллĕхпе çыхăннă.

Кỹлĕ хĕррине канма е шыва кĕме каякансен çакна та асра тытмалла. Салтăннă хыççăнах шыва чăммалла мар, кĕлеткене пĕчĕккĕн хăнăхтармалла. Ун пек чухне организм сивĕрех шыва ерипен хăнăхса пырать, шăнăр туртни те аптратмасть.

 Çакна та шута илĕр: шывра алхасма, выляма юрамасть! Пĕрне пĕри ураран туртса сĕтĕрни, утланса ларни, çурăмран, хулпуççирен шыва тĕртни те инкек патне илсе пырать. Ун пек чухне шыв ăнсăртран çыннăн тип пырне кайма, вăл сывлаймасăр тăн çухатса вилме те пултарать.

Шывра 15-20 минутран ытла пулмалла мар. Нумай вăхăт унта пулсан, çын шăнса каять. Çавна пула шăнăр туртса лартас, чирлес хăрушлăх та тухса тăрать. Сăмах май каласан, алă пỹрнисем туртăннине туйсанах вĕсене хăвăрт тата пĕтĕм вăйпа чăмăра хуçлатмалла, ун хыççăн алла аяккалла сулса янă пек хускану тумалла та чăмăра уçса ямалла. Енчен те шывра шăнăр туртса лартни иртмесен çурăм çине çаврăнса çыран еннелле ишмелле.

Чылай чухне шывăн вăйлă юхăмне лекни те инкек патне илсе çитерме пултарать. Кун пек лару-тăрура çухалса кайманни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Нихăçан та шыв юхăмне хирĕç мар, ăна майлă ишсе çыран хĕррине тухмалла.

Шыва путакан ачана е çынна асăрхасан е кăшкăрнине илтсен, пĕр тăхтаса тăмасăр ăна сас памалла. Вăл çывăхра пулăшакан пуррине туйттăр. Çакă инкеке лекнĕскере вăй-хал хушма пулăшать. Май пулсан путакана хăвăртрах шăчă, кантра пăрахса памалла, пĕр-пĕр япала вĕçне тыттармалла, туртса кăлармалла та 112 номерпе телефонпа шăнкăравламалла, васкавлă пулăшăва чĕнмелле. Вăл сывламасть, чĕри тапни илтĕнмест пулсан, çурăм çине вырттарса чĕрине тỹрĕ мар массаж тума, искусствăлла майпа сывлаттарма пикенмелле. Çак пулăшăва васкавлă пулăшу служби киличчен пурнăçламалла.

Г. Каллин, район администрацийĕн ятарлă программăсен сектор заведующийĕ.

Авангард



13 июля 2021
15:57
Хроника
Поделиться